Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > «Чăваш халăх артисчĕ» ят панă

«Чăваш халăх артисчĕ» ят панă


Драма артистне Виталий Сергеева «Чăваш халăх артисчĕ» ят панă.
Çакăн çинчен калакан хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ.
Виталий Иванович Канаш районĕнчи Анаткас Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче филолога вĕреннĕ, «Театр ĕçĕ» специализацие алла илнĕ.
2000 çултанпа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлет. Çавăн пекех Чăваш наци радиовĕпе «Кулăш лаççи» кăларăм ертсе пырать.
Виталий Сергеев калăпланă сăнарсем: Полковник («Авланасси – хур тукмакки çиесси мар»), Пракух («Чуп-чуп уйăхĕ»), Матви (Николай Сидоровăн «Çăла ан сур»), Элекçей («Юрату турри»), Читна (Людмила Сачковăн «Çухалнă хур кайăк çулĕ») татат ытти те.
2017 çулта ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ятпа чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *