Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Элтияр Александровăн «Вуникĕ утăм» кĕнеки пичетленчĕ

Элтияр Александровăн «Вуникĕ утăм» кĕнеки пичетленчĕ


Кашни çыннăн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ утăм тума тивет, çав утăмран унăн малашлăхĕ килет. Анчах ун патне çитиччен ыттисене еплерех утса тухмалла-ха? Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă çĕнĕ кăларăм шăпах çакăн çинчен каласа парать. «Вуникĕ утăм» ятлă вăл, авторĕ – Элтияр Александров. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Сергей Орлов. Кăларăма прозăлла сăвăсем кĕнĕ. Чăваш мифологине тĕпчекен çамрăк ăсчах шухăшĕсене кура вĕсене тĕрлĕ сыпăка уйăрнă. Хайлав пуххи мифологи сăввисенчен пуçланать.
Чăваш халăхĕн авалхи пурнăçĕ пуян пулнине «Чăваш халӑх кун-çулӗнчен» ятлӑ пая кӗнӗ прозӑлла сӑвӑсем ӗнентереççӗ. Автор вӗсенче Улах, Акатуй, Сӗрен йӑлисене уçса парать, Пӑлхар хулипе паллаштарать тата ытти саманта тимлӗх уйрать. «…Çак Акатуй йăли пуян та аслă. Ун никĕсне чăваш туптанă пиншер çул. Ку йăлара эпир кĕтӳç те паттăр, ку йăлара эпир çĕр ĕçĕпе маттур. Çак йăлара хуçалăхсем те чаплă. Карта тулли тăраççĕ выльăхсем. Ку йăлара чăваш хăюллă çарçă, парăнтарать вăл пĕтĕм тĕнчене. Çунатлă лашине вăл утланать те хĕçне йăтса вĕçет хирсемпеле. Ун аллинче – авса хытарнă ухă, йĕппи персен тивет хурчка куçне. Çак сăнара тӳпе те кăтартать-мĕн!..»
Ачалӑх – чи илемлӗ, пурнӑç тӑршшӗпех чуна ӑшӑтса тӑракан ырӑ тапхӑр. Кирек хӑçан та вӑл пирӗншӗн телейлӗ вӑхӑт шутланать. «Кӗрнеклӗ никӗс» тесе ят панӑ Элтияр Анатольевич çак сыпӑка. Унта амӑшне тата çуралса ӳснӗ Ураскасси ялне халалланӑ прозӑлла сӑвӑсем кӗнӗ. Лирика геройĕ амӑшне ӑшшӑн тав тӑвать çеç мар, ун умӗнче пуçне таять. «…Эпĕ тайӑп паян сан умра пуҫӑма. Эсĕ Турӑҫӑм ман, эсĕ чунӑмҫӑм ман. Эсĕ панӑ мана ҫак тĕнче илемне, эсĕ панӑ мана пысӑк шанчӑк кунта: пурӑнма, савӑнма, ыр курма, мул пухма, вĕренме, юратма, тав тума, кашни кун тĕнчере телейпе пурӑнма. Эсĕ панӑ пехил ырлӑхра пурӑнма. Эсĕ панӑ мана сывлӑшпа сывлама! Эсĕ тӑрӑшнӑ маншӑн, юхтарнӑ тарна, шеллемесĕр хӑвна эс ӳстернĕ мана. Эп каламӑп, анне, юрататӑп тесе. Эп калатӑп сана таймапуҫӑм тесе…»
Юрату тӗрлӗрен пулать, анчах темшӗн-çке телейсӗрри ытларах чуна кӗрсе юлать. Кӗнекери хайлавсенче те тӗп сӑнар телейсӗр юратушӑн кулянни, тунсӑхлани, савнине ниепле те манма пултарайманни – тӗпре. Хӗрпе паллашнӑ саманта, телейлӗ вӑхӑта час-часах аса илет вӑл. Анчах камра-ши айӑпӗ? Куна вулакансем «Сенкер куçлӑ Шупашкар» тата «Вуникӗ утӑм» сыпӑксенче вуласа пӗлӗç. Вуникӗ утӑм тенӗрен, тӑвӗ-ши çав утӑмсене лирика геройĕ? Малтанхи вунпӗр утӑмне тусан мӗн пулса иртнӗ-ха? Куна та вуласа пӗлме интереслӗ. Унсӑр пуçне кӗнекере чӑвашсен вирьял чӗлхине тӗпе хурса тата Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекипе» паллашнӑ хыççӑн чӑваш сӑмахӗсен пуянлӑхӗпе хавхавланса çырнӑ прозӑлла сӑвӑсем те кӗнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *