Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Чăваш чĕлхипе паллашнă

Чăваш чĕлхипе паллашнă

Шупашкарта Общество пулăшăвĕн штабĕнче чăваш чĕлхи урокĕ иртнĕ. Мероприятие «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕ «Хыпар» Издательство çурчĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Урока Марина Тумаланова журналист ирттернĕ.

Занятие хутшăнакансенчен хăшĕ-пĕри чăваш чĕлхипе пуçласа паллашнă, теприсем вара ача чухне илтнĕ чĕлхене тепре аса илме хавас пулнă. Сăмах май, Общество пулăшăвĕн штабĕнче чăваш чĕлхи урокĕсем малалла та иртĕç. Тÿлевсĕрех.  Черетлĕ заняти авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче 12 сехетре пулĕ. Унта «Аслă ăру» парти проекчĕн хастарĕсем хутшăнĕç. Çавăн пекех ыттисене те (камăн кăмăл пур, пурне те) хапăлласа йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *