Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — халăх бюджечĕ» программа вырăнти территорие аталантарма май паракан эффективлă инструмент пулса тăчĕ. Унпа килĕшÿ-ллĕн çынсем кăткăс тата чылайранпа канăç паман ыйтăва хăйсем тÿрремĕн хутшăнса татса пама пултараççĕ.
Нумаях пулмасть округ пуçлăхĕ Валерий Чернов Канаш хулинчи Лесная тата Чапаев ура-
мĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Пĕрлехи калаçăва «Каскад» суту-илÿ центрĕн управляющийĕ Андрей Васильев тата «Каналсеть» предприяти ертÿçи Дмитрий Баданов хутшăннă.
Лесная урамра çынсем каяш шывсене кăларса ямалли система хута ярасшăн. Вăл 20 çурта çыхăнтармалла. Хальхи вăхăтра смета хатĕрлеççĕ, ĕçсен малтанхи хакне палăртаççĕ. Çынсем проектшăн алă пустараççĕ, килес çул программăна хутшăнма заявка хатĕрлеççĕ.
Чапаев урамĕнче шывпа тивĕçтерекен тата усă курнă шыв кăларса ямалли проекта ĕçе кĕртес тĕллевлĕ. Унăн лаптăкĕ Çĕнтерĕве 30 çул урамран Ломоносов урамĕ таран тăсăлмалла. Вăл уйрăм секторта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшмалла.

