Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Халăх программипе онлайн-форматра паллашма май пулĕ

Халăх программипе онлайн-форматра паллашма май пулĕ

Шупашкарта «Едина Россия» партин регионти уйрăмĕн черетлĕ Конференцийĕ иртнĕ. Унта делегатсем регионăн «Эпир пулнă, пур тата пĕрле пулатпăр» халăх программине йышăннă. Делегатсен умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та тухса калаçнă.

Партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, «Единая Россия» партин пилĕк çуллăха йышăнакан халăх программине кĕртсе хăвармашкăн Чăваш Енре пурăнакансенчен 120 пин ытла сĕнÿ килнĕ. Çак сĕнÿсем çинче никĕсленнĕ программăна йышăннă хыççăн халăх порталĕнче выр- наçтарĕç, унпа онлайн-фрматра курса паллашма май пулĕ.

41 пин ытла адреслă ĕçсене Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экномика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртмешкĕн уйрăммăн палăртса хăварнă. Сергей Артамонов хальхи вăхăт тапхăрĕн- че дашборд кăтартнă, унта кашниех сĕнÿсене вĕсен приоритетне, çавăн пекех отрасльпа территори пĕлтерĕшĕсене кура вырнаçтарса тухнине курма пултарнă. Халăх программи Чăваш Ене республика шайĕнче кăна мар, округпа конкректлă ял-сала таранах мĕн кăсăклантарнине уçăмлăн кăтартса панă.

Сергей Артамонов Чăваш Енре «Единая Россия» партин команди Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа, пур шайри депутатсемпе, муниципалитетсемпе, пирвайхи уйрăмсемпе тата республикăра пурăнакан хастарсемпе пĕрле ĕçленине палăртса хăварнă.

«Халăх программине йĕркелесси — пĕлтерĕшлĕ тапхăр, унта çĕршывра пурăнакансем хастар хутшăнчĕç. Раççейре пĕтĕмпе 3 миллион ытла сĕнÿ йышăннă, вĕсенчен 120 пин ытла сĕнĕвĕ Чăваш Енре пурăнакансенчен çитнĕ. Çакăн пек хастарлăх çынсем хăйсен территорийĕсене аталантарас ĕçе витĕм кÿме тăрăшни, йышăну тунă чухне вĕсен шухăш-сĕнĕвĕ никĕс вырăнĕнче пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартса парать», — палăртнă конференцире регион ертÿçи Олег Николаев. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *