Виҫӗ район чиккинчи вӑрман хӳттинче пытаннӑ ҫак ялта пӗтӗмпе те 29 хуҫалӑх ҫеҫ. Ҫынсен шучӗ те кунта ҫулсеренех, шел те, чакса пырать. Вӑтакас Татмӑш енчен килекен асфальтлӑ ҫул ял уничине илсе ҫитерет те килен-каяна тавралӑхпа киленме хистет: ялӑн хӗвелтухӑҫ енче ҫулҫӑллӑ вӑрман кашлать, кӑнтӑр енче вара, хӑй вӑхӑтӗнче икӗ хут социализмла ӗҫ Геройӗ пулнӑ Сергей Коротков ерсе пынӑ Кульцаври Ленин ячĕллĕ колхоз уйӗсем, Вӑрнарти предприятисен кӳлеписем курӑнаҫҫӗ, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче Йӗпреҫ муниципалитетне кӗрекен Ҫиҫӗмкасси ялӗ вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗрелле ‒ таса хир. Ҫӗнӗ Шуртансем ку вырӑна «Аэродром уйӗ» теҫҫӗ. Сӑлтавӗ ҫакӑнта: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ку вырăнта Йӗпреҫри аэрошкулӑн тӑваттӑмӗш номерлӗ аэродромӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. Ваттисем каласа хӑварнӑ тӑрӑх, ку вырӑна Совет Союзӗн геройӗ, Борис Полевой ҫыравҫӑн «Чӑн-чӑн ҫын ҫинчен» повеҫӗнчи тӗп сӑнар, легендарлӑ Алексей Маресьев та вӗҫсе килнӗ мӗн.
Ялăн чысĕпе хисепĕ
Çутçанталăк тĕлĕшĕнчен ку вырăна чăнах та çĕр çинчи çăтмах теме пулать. Çĕнĕ Шуртан ялĕнчен, вăл сăртра ларнăран, Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çырса хăварнă «Чакка» поэмăри Кушлавăш тăрăхĕн 12 ял уйĕ те лайăх курăнать – Зеленовка, Пĕчĕк, Пысăк Упакассисем, Ершепуç… Астăватăр пулĕ: «Кушлавăш текен вуникĕ ял уйĕ хура вăрманпа хупланса тăрать…», юнашарах хырлăх, хутăш вăрман. Совет Союзӗ арканиччен «Мир» колхоза кӗрекен Ҫӗнӗ Шуртанти тӑваттӑмӗш бригада «Кубанские казаки» фильмри тапхӑрах аса илтернӗ ‒ хавслă кăмăл, пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ. Пысӑк мар ялти ӗҫченсем тискер чӗрчун та (кролик, нутри, хура тилĕ тытакан звероферма пулнă) тытнă, сурӑх, сысна та ĕрчетнĕ. Çавӑн пекех кунта лаша, пӑру витисем пулнӑ. Шуртансем выльӑх-чӗрлӗх ҫитӗнтернипе пӗрлех хирте техника культурисене ‒ кӑшман, кантӑр, кукурус, махорка ‒ пӑхса ҫитӗнтерме вӑй-хал тупнă.
Ялăн чысĕпе хисепĕ, паллах, унăн çыннисем. Пӗчӗк мӑйӑрӑн тӗшши тутлӑ тенӗ евӗр, ҫак пӗчӗк ял чылай паллӑ ҫынна ҫитӗнтерме пултарни тĕлĕнтерет. Вӗсен хушшинче паллӑ журналистсем, производство ертӳҫисем, аслӑ шкул ӑсчахӗсем, педагог-кĕнекеçĕсем… Ҫӗнӗ Шуртан тивӗҫлипех журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗпе, чӑваш журналистикин пур тытӑмӗнче те вӑй хунӑ, «Тăван тăрăх туртăмĕ» сăвă пуххисен авторĕпе Геннадий Кузнецовпа мухтанма пултарать. Поэзие юратакансем Геннадий Васильевичăн «Çĕркĕпер çăлкуçĕ» сонета, «Реквием», «Çул пултăр уçă», «Чăваш кăйкăрне», «Çеçпĕл» сăввисене аван пĕлме кирлĕ. Ялăн ятне çавăн пекех республикӑри тӗрлӗ производство пӗрлешӗвӗсене ертсе пынӑ Геннадий Константинов, И. Н.Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университетӗнчи кафедра заведующийӗ Валерий Андреев доцент, Сантăр Асамат художник-сӑвӑҫ, (вунсаккӑртах ҫӗре кӗнӗрен ӑна республикӑри кӑларӑмсен редакторӗсем Альпăрт Канаш, Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗпе танлаштарма юрататчӗҫ), «Нарспипе Сетнер» фрезка ҫырнӑ Геннадий Хальхи художник, чӑваш чӗлхи йытӑвӗсемпе 46 кӗнеке ҫырнӑ, ҫав шутра 1-9 классем валли вӗрентӳпе меслет комплексне хатӗрленӗ Галина Абрамова çĕкленĕ.
Ҫӗнӗ Шуртан хӑйӗн историне 1858 ҫултан ҫырма пуҫланӑ та паянхи кунчченех типтерлĕн тăснă: ăна Вӑрнар тата Канаш тӑрӑхӗнчи чӑвашсем пуҫарса яни паллă. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кивӗ Шуртан ялӗнчен Никита Захаров вӑрман хӗрринчи пушӑ вырӑна куҫса килнӗ, архиври документсем Шӑхрантан (Канаш) 15 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Иккӗмӗш Хурамал ҫыннисем те ҫак вырӑнах кӑмӑлланине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Сана юратрӑм, Ҫӗн Шуртан!
Ял хастарӗсем тӑрӑшнипе Ҫӗнӗ Шуртанта кашни пилӗк ҫулта ял уявне ирттереҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче ҫанталӑк чӗреслетсе макӑрчӗ пулин те, ҫӗнӗ шуртансем пӗр ҫын юлмиччен ялавсемпе, баннерсемпе, плакатсемпе илемлетнӗ клуб лапамне пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫумӑр лӳшкенине пӑхмасӑрах хӑнасемпе ял халӑхне илемлӗ юрӑ-кӗвӗ ҫупӑрларӗ. Шуртансене саламлама Шупашкарти студентсем, Вӑтакас Татмӑшри юрӑ-ташӑ ӑстисем, кӳршĕри ял хастарĕсем, журналистсем пуçтарăннă. Чӑваш Республикин культра тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Виталий Дмитриев ертсе пыркан халӑх хорĕ те килсе ҫитнӗ.
Уяв программине ертсе пыма Иван Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют чĕлхе факультечĕн студентне Алина Козловӑна шаннӑ. Пултаруллӑ та уҫӑ саслӑ пике микрофон умне уява йӗркеленӗ Ольга Никифорова педагогпа Орест Михайлов строителе чӗнчӗ.
‒ Тӑванӑмӑрсем, уявпа! Тӗлӗнмелле илемлӗ вырӑнта пурӑнатпӑр. Акӑ вӑрман пире ҫырла-кӑмпапа, утӑ-мӑйӑрпа сăйлать. Уйри пӑчӑр-ӑсанĕсене хӑвӑрах куратăр. Тилли-мулкачӗ те пур пирӗн. Ваҫук пичче калани те асрах: анкартине кӑшман кӑларма тухсан, вăл хир сыснисен кĕтĕвне курнă ‒ пурӗ 28 чӗрчун пулнӑ унта! Пӗчӗк ялӑн пысӑк вӑйӗ ‒ туслӑхра. Ун ҫине тайӑнса эпир ял урамӗсене тирпейлерӗмӗр, масар ҫинче йӗрке турӑмӑр, ҫӗнӗрен ял историне тӗпчеме тытӑнтӑмӑр. Туслӑх ӗмӗрех тӑсӑлтӑр, ‒ терӗ Орест Николаевич.
Алӑра сарӑхнӑ хут тӗркине тытса тӑракан Ольга Никифорова 168 ҫул пурӑнакан Шуртан тӗрлӗ саманара пурӑннине асăнчĕ. Шуртансем кӗпӗрне-уездсенче те пурӑннӑ, республика пархатарне те курнӑ, районта та пурӑннӑ, халӗ муниципалитетра округĕнче кун кунлаççĕ.
‒ Пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗ Кукушкинсемпе Михайловсен, Дмитриевсемпе Павловсен йӑх-несӗлӗсӗне, колхоза ҫӗкленӗ Кузнецовсемпе Савельевсене лайӑх пӗлмелле. Ҫав тӗллевпе Шуртан хастарӗсем музей тӑвас ӗмӗтлӗ. Ман алӑра кӑсӑк документ: вӑл 1910 ҫулхи июнӗн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уездне кӗрекен иккӗмӗш земство пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗ. Ҫак документпа килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ Шуртанта пурӑнакан Яков Савельев хресчене 1723 аршӑн ҫӗр уйӑрса панӑ. Тӗлӗнмелли ҫакӑнта: ҫак ҫӗршӗн Якку 22 ҫул кӗрешнӗ мӗн. Хут ҫакна ҫирӗплетет: Яков Савельева 28 аршӑн сарлакӑш, 65 аршӑн тăршшĕ ҫӗре илмешкӗн пулӑшма земство пуҫлӑхӗ патне Петр Миронов ял старостипе 32 ҫулхи Петр Михайлов хресчен пынӑ. Ҫак хут пирӗн музейра хӑйӗн вырӑнне тупӗ, ‒ терӗ Ольга Ивановна педагог. Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă ‒ Кукеçри хавшак сывлăхлă ачасене вĕрентекен 2-мĕш интернатра 36 çул ĕçлекен О.И. Никифорова канмалли кашни куна тулăх ирттерет. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ шкул кабинечĕсене илемлетет, мероприятисен календарĕпе планне хатĕрлет, меслет кăтартăвĕсем çырать. Вăхăт хĕсĕккине пăхмасăр Владимир мăшăрĕпе тăван ял хăтлăхĕшĕн те тăрăшать. Тĕрĕссипе, Ольга Никифорова, Орест Михайлов, Сергей Игнатьев пек хастарсем çинче тытăнса тăрать те чăваш ялĕ!
Ҫӗнӗ Шуртан халӑхне Чакаҫ ял территорийӗн пуҫлӑхӗ Эльвира Петрова, Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн судьи Людмила Андреева, Раҫҫей ҫарӗн подполковникӗ Владимир Абрамов, Геннадий Андреев художник саламларӗҫ.
Эльвира Александровна ял пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшăн ял хастарĕсене Алевтина Козловăна, Валентина Максимована, Марина Павлована, Всеволод Васильева, Любовь Иванована, Борис Андреева, Людмила Кузнецована, Юрий Новицкине, Геннадий Павлова, Владимир Никифорова, Сергейпа Надежда Игнатьевсене, Всеволод Милюкова, Галинăпа Владимр Яковлевсене, Николай Тимофеева Хисеп хучӗсем, Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем парса чысларӗ.
Шуртансене Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Виталий Дмитриев ертсе пыракан «Татмӑш Ен» халӑх хорӗ хӑйӗн юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗ. Кунтах хитре сӑвӑсем те янӑрарӗҫ, ташӑ картинче те чунтан савӑнчӗҫ.
Ял уявне пухăннисене Руслав Иванов- па Раиса Архипова вуланă сăвăсем пĕрре хумхантарчĕç, тепре çĕклентерчĕç. Ачасене вун-вун çул пĕлӳ çĕршывне туртнă Раиса Тимофеевна хăйĕн йĕркисене Раççей салтакне халалланă. Вăл хăйĕн сăмахне ятарлă çар операцине хутшăнакансене ăнăçу сунса вĕçлерĕ:
‒ Шуртан патварĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те хăюлăх кăтартнă, халĕ асатте-кукаçисен вут-çулăмлă ĕçне пĕр хушаматлă Александровсем тăсаççĕ ‒ Сергей Станиславовичпа Руслан Владимирович. Çĕнтерӳ сунатпăр Раççей салтакне!
Çĕнĕ Шуртан ялĕнчи чи сумлă çын, калас пулать, ĕçĕпе те, çулĕпе те, колхоз тата кил утарĕсене пăхнă Любовь Ильинична Васильева. 93-ри ватăна арçынсен ансамб-
лĕ «Чĕмпĕртен илтĕм» халăх юррипе саламларĕ. Люççа аппа (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) каласа панă тăрăх, çĕнĕ шуртансем 1937 çулта Кульцава килнĕ Валерий Чкалов летчикпе тĕл пулма колхозри чи лайăх ăйăрсене кӳлсе çула тхнă.
Ял халăхĕ «Татмăш Ен» шăрантарнă «Анлă Атăл», «Тăрантас», «Тăрăс-тăрăс» халăх юррисене, пĕртăван Алина, Наталья, Татьяна Козловсен «Аннене» композицине, Алина Тряскован çав тери çĕкленӳллĕ индин «Джимми» ташшине, пултаруллă мусыкçăн Виталий Дмитриев баянпа шăрантарнă кĕвĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Анатолий АБРАМОВ,
Автор сӑн ӳкерчӗкӗ

