Ҫӗрпӳри 14 ҫулти Валерия Кириллова ММА енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ.
Хутӑш кӗрешӳ енӗпе тӗнче чемпионачӗ Пӗрлештернӗ Арап Эмирачӗсенчи Абу-Даби хулинче иртнӗ. Пирӗн ентеш Раҫҫейри, Израильти тата Анголӑри спортсменсемпе вӑй виҫсе мала тухнӑ.
Валерия Антон Григорьев тата Андрей Жилкин тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.

