Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Мухтав урокĕсем ирттернĕ

Мухтав урокĕсем ирттернĕ

Çĕнтерÿ уявĕ умĕн Чăваш Енре çуралнă çар службин хисеплĕ ветеранĕсем Ямашпа Шăхасан шкулĕсенче мухтав урокĕсем ирттернĕ.

Вĕсем Раççей Федерацийĕн Хÿтĕлев министерствин отставкăри полковникĕ, çĕршыври хĕç-пăшаллă вăйсен тата Мускав хулин хисеплĕ ветеранĕ Вячеслав Ильин йĕркеленипе пулса пынă.

Офицерсем шкул ачисене службăри кăсăклă самантсемпе паллаштарнă, хăйсем епле майпа Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем пулса тăни çинчен каласа кăтартнă. Çавăн пекех спортпа туслă пулма, шкулта тăрăшса вĕренме чĕнсе каланă.

Çар çыннисен шухăшĕпе çакнашкал мухтав урокĕсем ачасене историе тарăнрах ăнланма тата патриотизм воспитанийĕ пама пулăшаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *