Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Паха вăрлăхпа усă курни пысăк тухăç илме тата тăкаксен пысăк пайне саплаштарма май парать

Паха вăрлăхпа усă курни пысăк тухăç илме тата тăкаксен пысăк пайне саплаштарма май парать

Çуркуннен пĕрремĕш уйăхне ярса кăна пуснăччĕ, тем самантра ăна «хĕл куççулĕпе» пĕрле ăсатса та ятăмăр. Ака уйăхĕнче çанталăк ăшăтни вара аванах сисĕнчĕ. Хĕвел кунран-кун тÿпенелле кармашнăран уй-хир юртан тасалчĕ, уçă тата тÿрем лаптăксенче çĕр «пиçме» тытăнчĕ. Çурхи ĕçсем те хăйсене вăрах кĕттермерĕç.

Акана вăхăтра тата пысăк тухăçлă йĕркелесе ирттерес тесессĕн чылай маларах ха- тĕрленме пуçламалла. Çак чăнлăха ăша хывакансем Канашри муниципаллă округра та çук мар, кун пек мал ĕмĕтлĕ хуçалăхсен кĕлет-складĕнче сортировка сассине пуш уйăхĕнчех илтме май килчĕ. Кая юлсан каю шăтассине шута илсе ыттисем те çак яваплă ĕçе вăраха ямасăр пуçăннине калать ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕ Валерий Долгов.

— Кăçал çур аки вăхăтĕнче вырăнти çĕр ĕçченĕсен 16 пин те 600 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăвармалла, вăл шутран тулă — 7540 гектар, урпа — 7800 гектар, сĕлĕ 430 гектар, пăрçа йышши культурăсем 110 гектар йышăнĕç. Çак ĕçе пурнăçлама пĕтĕмпе 3235 тонна вăрлăх кирлĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн Канашри уйрăмне 3789 тонна вăрлăха (планран ирттерсе) тĕрĕслеве тăратнă. Вĕсенчен 100 проценчĕ кондицие ларнине каласа хăвармалла. Тĕрĕслеве тăратнă материалта тĕрлĕрен çÿп-çап тата çум курăк вăрри курăнманнине палăртаççĕ специалистсем, – терĕ Валерий Васильевич.

Çанталăк кăштах ăшăтнă чухне вăрлăха алламалли чи меллĕ вăхăт пулнине калаççĕ. Çакнашкал хĕвеллĕ кунсемпе туллин усă курса ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем вăрлăха кĕске вăхăтра алласа çитерме пултарчĕç. Сывлăш температури 10 градусран сивĕрех чухне çак ĕçе пурнăçласан вăрлăхăн шăтаслăхĕ чакать иккен. Аманнăскере çĕре варсассăн та вăл имшер шăтать тата пĕчĕк тухăçлă пулать.

Вăрлăха пуринчен малтан кондицие лартса çитернĕ хуçалăхсене те асăнса хăварас килет. Вĕсем: «Хучель» пĕрлĕх (240 тонна), «Канаш-Агро» предприяти (360 тонна), Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ (240 тонна), Владимиров (105 тонна), Никонов (100 тонна), Табаков (120 тонна) хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Пионер» агрофирма (100 тонна) вăрлăха çур аки тĕлне пуш уйăхĕнчех хатĕрлесе çитернĕ. Шелттемсем çинчен асăннă май çакна палăртса хăвармалла, вĕсем икĕ муниципаллă округпа ĕçлеççĕ, çĕрсен пысăк лаптăкĕ Йĕпреç тăрăхĕнче вырнаçнă. Çавăнпа та вăрлăхсен пысăк пайне кÿршĕ муниципалитетри Раççей ял хуçалăх центрĕн уйрăмĕнче тĕрĕслеве тăратаççĕ. Пирĕн тăрăхра «Пионер» агрофирма 690 гектар çĕрпе кăна ĕçлет, вĕсем çак лаптăк çинче паха вăрлăх туса илеççĕ. Шелттемсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене çурхи тулă, вика, пăрçа, урпа, рапс тата ытти культура вăрри сутнă.

Вăрлăха тĕрĕслеве памасăр та акма пулать пек, хуçалăхсен мĕншĕн çак процедура витĕр тухмалла-ха?

— Паха тухăç илесси чи малтан унăн никĕсĕнчен — вăрлăхран пуçланать. Мĕн акатăн çавă шăтать тесе ахальтен каламан-тăр ваттисем. Вăрлăха, телее, тÿлевсĕ-рех тĕрĕслеттерме пулать, енчен те вăл паха сортлă тата 1-мĕшпе 3-мĕш репродукцире пулсан. Патшалăх кун пек чухне тĕрĕслев витĕр кăларнă материал çине пахалăх сертификачĕ парать. Унпа ял хуçалăх ĕçченĕсем кашни гектар пуçне паракан патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултараççĕ. Тĕрĕслеве япăх сортлă тата 4-мĕш репродукцирен пысăкрах вăрлăх илсе пырсан, хуçалăх ертÿçин е фермерăн кашни ял хуçалăх культурин уйрăм партийĕшĕн (пĕр партире 60 тонна) 3050 тенкĕ тÿлеме тивĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе улшăнсем çĕр ĕçченне пысăк пулăшу кÿреççĕ. Енчен те ĕлĕкхи вăхăтра ятарлă субсидие минераллă удобрени тата çунтармалли сĕрмелли хатĕрсем туянма панă пулсан, халĕ çакнашкал пулăшупа уй-хирте акса хăварнă тĕрлĕ ял хуçалăх культурин кашни гектарĕшĕн тивĕçтереççĕ. Тĕш тырăн вăрлăхне акнăшăн, сăмахран, кашни гектар пуçне 565 тенкĕ те 66 пус тавăрса парĕç. Вăрлăхлăх кукуруза аксан — 1181 тенкĕ те 82 пус. Пăрçа йышши культурăсен гектаршăн тавăрса паракан субсиди виçи 479 тенкĕ те 80 пуспа танлашать. Кун пек чухне ертÿçĕ-сен хуçалăхри усă куракан çĕр лаптăкне чакарма юраманнине асра тытмалла тата пуçтарса кĕртнĕ тухăç муниципалитетри вăтам кăтартуран пĕчĕк пулмалла маррине те шута илмелле.

Çакнашкал пулăшăва выльăх апачĕ туса илекенсем валли те пăхса хăварнă. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне çĕнетсе тăракансем кашни гектар пуçне 297 тенкĕ те 98 пус каялла тавăрма пултарĕç. Пĕр çул ÿсекен курăксене акнăшăн 202 тенкĕ те 2 пус субсиди парĕç. Симĕс масса валли çитĕн-тернĕ кукуруза кашни гектартан 606 тенкĕ те 6 пус тавăрма май парĕ.

Çĕр улмипе ĕçлес текенсене те витĕмлĕ пулăшу лекĕ, субсиди виçи кашни гектар пуçне 2942 тенкĕ те 86 пуспа танлашĕ (çĕре элита вăрлăх варсан кашни гектартан 30 пин те 303 тенкĕ тавăрса парĕç). Пахча çимĕçпе ĕçлекенсем тăкаксене 1515 тенкĕ те 15 пуслăх саплаштарĕç. Çу культурисене çитĕнтерекенсем кашни гектар пуçне 353 тенкĕ те 54 пус субсиди илме пултарĕç.

Пахалăхлă вăрлăхпа ĕçлени вара уйрăмах вырăнлă, пĕрре — пысăк тухăç илетĕн, тепре — тăкаксен 80 процентне патшалăх шучĕпе саплаштарма пултаратăн. 2022 çулта ака ĕçĕсене туса ирттерме вырăнти çĕр ĕçченĕсем 426 тонна элита вăрлăх туяннă пулнă, пулас тухăç никĕсне 3413 гектар çинче акса хăварнă. Киров ячĕллĕ ЯХПК — 55 тонна, «Путь Ленина» ЯХПК — 35 тонна, Макаров ХФХ — 55 тонна, Никонов ХФХ — 58 тонна, Арсентьев ХФХ — 26 тонна, Шпаков ХФХ — 15 тонна. Асăннă хуçалăхсене патшалăх палăртнă виçепе укçа-тенке каялла тавăрса панă.

80 процентлă субсиди виçине сад ĕрчетекенсемпе çырла туса илекенсем те тивĕçме пултараççĕ. Кун пек чухне сад ăстисене пĕр гектар пуçне — 212 пин те 767 тенкĕ, çырла ÿстерекенсене 63 пин те 85 тенкĕ тавăрса парĕç.

— Валерий Васильевич, çакнашкал тулли те тухăçлă калаçушăн пысăк тав!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *