Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Чулкăмака ялĕн историйĕ

Чулкăмака ялĕн историйĕ

Иртнĕ «Канаш ен» хаçатăн 30 тата 31-мĕш номерĕсенче ман ятпа Ăвăспÿрт Кипеч ялĕн историне çаптарса кăларнăччĕ. Унтан инçех мар тепĕр икĕ çухрăмран хĕвелтухăç еннеле Чулкăмака ялĕ ларать. Унăн çырмине ĕлĕкех Коснар ятпа çырнă. Çирĕпленнĕ ял ячĕ Чулкăмака халăха хăйне майлă тĕлĕнтерет. Кипеч тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ тĕпчевçĕсем  ял ячĕ мĕне пĕлтернине пĕлеççĕ те хавасласах ял историне çырма тăрăшаççĕ. Кунта чи маттурисем А.М. Михайловпа В.Н. Анатольев пулаççĕ пулмалла. Вĕсем 2012 çулта «Челкумаги-деревня моя» ятлă кĕнеке кăларнă. Вĕсем унта тăван ял Чулкăмаки пирки çапла çыраççĕ.

«Моя деревня, где я родился и вырос, называется Челкумаги. По-чувашски название деревни «Чул кăмака». Если это перевести на русский язык, то получается «Каменная печка». Можно предположить, что мою деревню назвали Челкумаги лишь по той причине, что вблизи деревни в глубоких оврагах было огромное богатство — строительный камень. В давние времена отопительные печи выкладывали из природного камня, что лежит в оврагах».

Малалла: «Деревня Челкумаги появилась в 1670 году. Нашу деревню называли Челкумаги-Кибечи потому, что она была тесно связана с другими Кибечами, находящимся рядом (Средние Кибечи, Нижние Кибечи)».

Канаш районĕн сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулхи август уйăхĕнче Чулкăмака ялĕ 345 çул тултарнă ятпа ял праçникне ирттернĕ. Апла пулсан Чулкăмакине 1670 çулта никĕсленĕ пулас. Анчах та вĕсенчен маларах Ушанарти тĕпчевçĕ Л.И. Иванов 1992 çултах («Канаш» хаçат. 1992 ç. нурăс уйăхĕн 15-мĕшĕ) Чулкăмака ялĕ амăш ялĕнчен 1794 çулта уйăрăлса тухнă тесе пĕлтерет. Л.И. Иванов çырнă сăмахсене итлемелле пулнă. Кунта вăл ял никĕс- ленме пуçланă çулсем пирки тĕрĕсрех çырать. 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕпе 1785 çулсем хушшинче Раççей патшалăхĕ тăватă халăх перепиçне ирттернĕ. Çав перепиçсенче Чулкăмака ялĕ çуккă. Яла никĕсленĕ çул шутне аса илсе праçник туни питĕ кăмăллă. Анчах та яла никĕслени паянхи кунпа шутласассăн та 235 çул анчах çитет е вĕсем 2015 çултах 345 çула палăртнă. Унччен ялĕ пулман пулсассăн сăлтавĕ е ял кунĕн праçникĕ пуш вырăна хисеплесе аса илни анчах пулать.

Чулкăмакинче çуралса ÿс-нĕ паллă А.И. Кибеч академик Н.И. Ашмарин çине шанса çапла çырать: «Çак ял ятне илтсен унта нимле вăрттăнлăх та пулсассăн туйăнмасть. «Чул» сăмахпа «кăмака» пуриншĕн те паллă тейĕмĕр. Тÿ- рех калатăп, çак вăл ытла та ансат ăнлану. Пĕлетпĕр-ха, çак яла Çÿлтикас Кипеч тесе калани те пулнă».

Малалла: «Анчах та Чулкăмака Кипеч тесе çырнине ниçта та тĕл пулмасть» (А.И. Кипеч. Чулкăмакари Сименуксем (несĕл кĕнеки). 2018 ç.).

Чăваш энциклопединче А.И. Кибеч пирки çапла çырнă (текстне кĕскетсе çыртăм):

«Кибеч (до 2001 фам. Ефимов) Анатолий Ильич (р. 10.8.1937, д. Челкумаги Канаш. р-на) – поэт, публицист, общественный деятель, педагог, кандидат педагогических наук (1976), член Союза писателей России (1998). Окончил Чуваш. государствен. педагогич. институт (1968), аспирантуру при Научно-исследовател. институте общих проблем воспитания АПН СССР (1976). Заслуженный работник культуры Чуваш. АССР (1977), народный писатель Чуваш. Респ. (2016). Почетный гражданин Канаш. р-на (2010)». 

Чăваш энциклопединче Чулкăмаки пирки Чăваш патшалăх авалхи хутсен архивĕн директорăн çÿмĕ И.Н. Евграфова çапла çырнă. Текстне кĕскетсе çыртăм.

«Челкумаги, Чулкăмака – деревня в Канаш. р-не, Среднекибеч. сел. поселения. Историч. названия: Чукмаки, Чол-Кумаги. В 19 в. околоток д. Большие Кибечи (ныне не существует). Жители – чуваши.  В составе Шибылгин. волости Цивил. у…  Число дворов и жителей: в 1795 – 42 двора* 1858 (вместе с 2 околотками) – 483 муж.,  530 жен.»

Чулкăмакан икĕ околотокне авторĕ ăçтан шыраса тупнă-ши тесе шутлатăп. Тата Аслă Кипечĕ ăçта кайса кĕнĕ-ши? Тĕрĕссипе Чулкăмакара 1858 çулта 83 кил пулнă. Унта çав çултах пĕтĕмпе те 238 арçын тата 248 хĕрарăм пурăннă. 

Чулкăмака ял историйĕ пирки ялта çуралса ÿснĕ тĕпчевçĕсем тата Чăваш энциклопединче ку таран çапла ăнлантарса панине çырса кăтартрăм. Анчах та халĕ географипе çыхăннă Чулкăмака ячĕ миçемĕш çулта тухма пултарни çинчен сас хура çук.

Эпĕ те ун пирки иккĕленетĕп. Амăш ялĕнчен уйă- рăлса тухакансене кÿршĕри чăвашсем 1793 çулта яла тÿ-рех Чулкăмака ят пама пултарнă-ши тесе шутлаттарать. Мĕншĕн тесен чи малтан официальный хутсем çинче яла Чукмак ятпа палăртнă. 1793 çултах çĕнĕ яла Чулкăмака ят панă пулсассăн ку ята çапла ăнланмалла. Амăш ялĕнчен чулпа ĕçлеме тата пÿрт валли кăмака хăпартма пĕлекен ăстасем уйăрăлса тухнă пулас. Анчах та ялта çуралса ÿснĕ тĕпчевçĕсем ялĕ ватă мар пулсан та ун пирки нимех те çырман та аса та илмен.

Патшалăх çырнă хучĕсем çине шанас пулсассăн  ялăн Чулкăмака ячĕ иккĕмĕш пулать. Пĕрремĕш Чукмак пирки А.И. Кибеч анчах Чăваш энциклопеди çине шанса аса илет. Анчах та вăл амăш ялне шыраса темшĕн Атăл леш енне каçса каять. «1561-1562-мĕш çулсенче Хусан уесĕн ялсене шута илнĕ çĕрте Камăна юхса кĕрекен Брысс шывĕ хĕрринче Карач тарăхĕнче Челмак (Чолмак) ятлă ял пулни паллă. Халь çук ĕнтĕ вăл… Чăваш энциклопеди пĕлтернĕ тăрăх Чулкăмакан малтанхи ячĕ Чукмак пулни паллă. Ман шутпа чел, чол, чул, чек сыпăксенчи улшăнусем вырăсла е чăвашла каланинчен тухса пынă».

Эп шутланă тăрăх Чулкăмакан ял историйĕ урăхларах пулса тухнă.

1790-мĕш çулсем пуçламăшĕнче Раççей патшалăхĕ ял-хуçалăх ĕçĕсем экономика енчен усăллă пултăр тесе тата патшалăх хăйĕн экономики те малалла лайăх аталантарас тесе «Экономическое примечание России» тата «Планы дач Генерального и Специального межевания» ятлă документсем йышăннă. Çав документсем тăрăх Хусан кĕпернин Çĕрпÿ уесĕнче  Ватă Аслă Кипеч ялĕ шутланса тăнă. Ватă Аслă Кипеч ялĕн шÿтĕнче вара Чукмак выççелккине палăртнă.

1797 çулхи Çĕрпÿ уесĕн финанс докуменчĕсем çинче Чукмак ялне, выççелккă статусĕ пулнă пирки, аса илмен. 

1880 çулхи Хусан кĕпернин военно-топографи картти çинче яла вырăсла  выселок Чол-Кумаги-Кибеч ятпа палăртнă. Çав çулта ялта 82 кил пулнă.

Мĕне пĕлтерет-ши Чукмак сăмахĕ? Ку сăмаха ăнлантарса паракан çын паянхи кун та çук. Çак сăмаха тĕрĕс ăнланас тесессĕн ун пек çывăхрах сăмахсене тупмалла та вырăсла куçармалла. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра чăвашсем вырăсла калаçма вырăссенчен лайăхрах пĕлеççĕ.

Мана аса илессе çумлăрах «сукмак» сăмахĕ тупăнчĕ. Ку сăмахĕ вара «сук» тата «мак» сыпăксенчен тухнă. Ку сыпăксене вырăсла куçарсассăн «извилистая тропа» тесе ăнлантараççĕ е «мак» вырăсла «тропа».

2026 çулхи çĕртме уйăхĕн (июнĕн) 5-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатра ман ятпа «Асхва ялĕн историйĕ» ятлă калав çаптарса кăларнăччĕ. Унта ял пирки çапла çырнăччĕ.

Вĕçĕ çитес номерте.

Александр СТЕКЛОВ,

«Сказание о чувашах»

трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *