Сиккасси ял территорийĕнче плотинана юсаса йĕркене кĕртнĕ. Вăл вырăнта пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме пулăшĕ.
Çак пĕлтерĕшлĕ проекта «Ниме — халăх бюджечĕ» тĕллевлĕ программăпа ĕçе кĕртме май килнĕ. Юсав ĕçĕсене «Транспортник» пĕрлĕх туса ирттернĕ. Пилĕк миллион ытла тенкĕ тăракан контракта çынсем хăйсем енчен те курăмлă тÿпе хывнă, 271 пин тенкĕ ытла укçа пуçтарса панă.
Ял-салара пурăнакансемпе вырăнти влаç пĕр килĕшÿре ĕçлесе пырсан темĕн тĕрлĕ проекта та пурнăçа кĕртме пулать. Çак юсав хыççăн çĕнелнĕ плотина тата ытти нумай ырă тĕслĕх çакна тÿрремĕнех кăтартса параççĕ.

