Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри МЧСӑн сборӗ иртнӗ. Ҫак тӗлпулӑвӑн тӗп теми – патшалӑхӑн пушар сӑнав органӗсен тата федерацин пушар хурал службин судпа экспертиза учрежденийӗсен ӗҫне лайӑхлатасси пулса тӑнӑ. Чӑваш Ене пӗтӗм ҫӗршыври профильлӗ специалистсем килнӗ. Вӗсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫей МЧСӗн министрӗн заместителӗ – Раҫҫей Федерацийӗн пушар хуралӗн тӗп патшалӑх инспекторӗ Анатолий Супруновский саламланӑ.
Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, республика пушар хӑрушсӑрлӑхне социаллӑ ҫирӗплӗхӗн тата ҫирӗп аталанӑвӑн никӗсӗ вырӑнне хурать, уйрӑмах социаллӑ сфера объекчӗсене модернизацилес тата ҫӗнӗ учрежденисем тӑвас условисенче.
«Чӑваш Енре пушар хӑрушсӑрлӑхӗн инфратытӑмне аталантарас тӗлӗшпе системӑллӑ ӗҫ пырать. Шел пулин те, малтанхи ҫулсенче республикӑра пушар сӳнтерекенсем килмелли нормативлӑ вӑхӑтран иртекен ялсем чылай пулнӑ. Эпир ку ыйтӑва планпа татса пыратпӑр. Халӗ хӳтлӗх зонисӗр 160-а яхӑн ял-сала тӑрса юлать, унта 20 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри Тӗп управленийӗпе пӗрле пушар хуралӗн подразделенийӗсене аталантармалли ҫул карттине туса хатӗрлерӗмӗр, ҫитес икӗ ҫулта эпир пушар хуралӗн ӗҫченӗсем республикӑри мӗнпур яла ҫитмелли нормативлӑ вӑхӑта тивӗҫтерме палӑртатпӑр», – тенӗ вӑл.
Технологи хатӗрӗсем ҫинчен каланӑ май, регион ертӳҫи пӗлтерӳ системисене анлӑ ҫӗнетнине палӑртнӑ. 2020-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче инфратытӑм япӑхрах пулнӑ пулсан, паян вӑл ӗҫлеме хатӗр. Пӗлтерӳ сигналӗсене Чӑваш Енре пурӑнакансен 80 проценчӗнчен ытларахӑшӗ илтет, 2030 ҫул тӗлне пӗлтермелли техникӑллӑ хатӗрсем республикӑри муниципалитетсен пур административлӑ центрӗсенче те халӑха илтмелле ӗҫлӗҫ. Олег Николаев республикӑра «Хӑрушсӑр хула» комплексне хастар аталантарасси ҫинче те акцент тунӑ. Вӑл кирек мӗнле ӗҫ-пуҫ ҫине те хӑвӑрт витӗм кӳме май парать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри сбора хутшӑнакансем хальхи условисенче ӗҫри приоритетсене палӑртасса тата хӑрушлӑхсен сарӑлса пыракан спектрне хирӗҫ тӑма май паракан решенисем туса хатӗрлессе шаннине палӑртнӑ.
Тӗп хулан Хӗрлӗ тÿремӗнче ҫӑлавҫӑсене ҫӗнӗ техника панӑ тата Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн палӑрнӑ ӗҫченӗсене чысланӑ.
Патшалӑхӑн пушар надзорӗнче ӗҫлекенсен автопаркӗ тӑватӑ «LADA Niva» машинӑпа пуянланнӑ, 15-мӗшпе 17-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗсене «Урал» шасси ҫинчи йывӑр автоцистернӑсем панӑ.
Хамёр инф?

