Шупашкар хулинчи «Благовещенский» микрорайонта пурӑнакансем маршрут уҫма ыйтса Чӑваш Республикин Транспорт министерствине ҫырупа тухнӑ пулнӑ. Ведомство вӗсене илтнӗ, ҫӗнӗ маршрут авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
28-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус микрорайона хулан тӗп пайӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫул ҫине автобуссем тухнӑ та ӗнтӗ.

