Пятница, 16 октября, 2026
Главная > Публикации > Палăртнă ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ

Палăртнă ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ

Канаш хулинчи Красноармейски урамĕнчи 79-мĕш çурт тĕлĕнче парковка зонине тăвас енĕпе пуçарнă ĕçе вĕçлесе пыраççĕ.

Асăннă проект «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Аса илтеретпĕр, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă. Тĕллевлĕ программа пулăшнипе тата çынсем пысăк хастарлăх кăтартнипе юлашки çулсенче вырăнти инфраструктура ырă енне улшăнса пырать.

Ниме бюджечĕпе усă курса Красноармейски урамĕнчи 79-мĕш çурт тĕлĕнче 1100 тăваткал метр лаптăкĕш парковка тунă, 1000 тăваткал метр çинче çĕнĕ асфальт сарнă, брусчаткăран 150 тăваткал метр лаптăкĕш тротуар хурса тухнă.

Палăртнă ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех, çĕнелнĕ вырăн автомобилистсемпе çурран çынсемшĕн меллĕ пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *