Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗпе, СВО ветеранӗсен регионти ассоциацийӗн ертӳҫипе Юрий Богдановпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче пилотсӑр авиаци подразделенийӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес ыйтусене тата республика пурнӑҫӗнче ветерансен обществин пӗлтерӗшне сӳтсе явнӑ.
Регион ертӳҫи Олег Николаев ветерансен Ассоциацийӗ СВО участникӗсене пулӑшас тытӑмри тӗп звено пулса тӑнине пӗлтернӗ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче БПЛА операторӗсене хатӗрлеме инфратытӑма аталантармалли, ҫар ҫыннисемпе вӗсен ҫемйисене тивӗҫтерекен социаллӑ хӳтӗлеве ҫирӗплетмелли, ҫавӑн пекех ҫарти опыта вӗренӳ программисене кӗртмелли пӗрлехи ӗҫсен планне те палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗрлехи ӗҫ фронта пулӑшассине тата салтаксене ҫар задачисене тата та тухӑҫлӑрах пурнӑҫласа пыма май парасса шаннине палӑртнӑ.

