Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ

Наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа кăçал 85 çул çитет. Ăна халалласа Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Атăлçи тăрăхĕн хÿтĕлев чиккисем: паттăрла ĕç тата халăхсен пĕрлĕхĕ» регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.

Фоере Чăваш Республикин Ĕçлев министерствин халăха социаллă пулăшу паракан центрĕ йĕркеленĕ курав ĕçленĕ. Ăна центра çÿрекен «кĕмĕл» волонтерсем çар операцийĕнчи салтаксем валли хатĕрлекен япаласенчен йĕркеленĕ.

Мероприятие культура министрĕ Светлана Каликова уçнӑ. Кÿршĕ регионсенчен çитнĕ хăнасем хăйсен тăрăхĕсенче вăрçă вăхăтĕнче тыл мĕнле пулăшни пирки тухса калаçнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *