Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Несĕлсен паттӑрлӑхне асра тытар

Несĕлсен паттӑрлӑхне асра тытар

Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Раҫҫейре 2-мӗш Тӗнче вӑрҫи вӗҫленнине паллӑ тӑваҫҫӗ.

Вӑл кун Куславкка тӑрӑхӗнчи Мемориал умӗнче ҫӗршывӑн ҫутӑ малашлӑхӗшӗн пурнӑҫне хӗрхенмен паттӑрсене асӑннӑ.

Кӑҫал Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тума пуҫланӑранпа 85 ҫул ҫитет. Пирӗн ентешсем – ытларах хӗрарӑмсемпе ачасем, ват ҫынсем – кӗске хушӑра 380 ҫухрӑм шӑн ҫӗр чавса тӑшманран хӳтӗленмелли чикӗсем тунӑ.

2022-мӗш ҫулта уҫнӑ астӑвӑм вырӑнне ҫак таранччен 152 пин ытла ҫын килсе курса пуҫ тайнӑ.

«Пирӗн тӗллев – несĕлсен паттӑрлӑхне асра тытасси, килес ӑрусене каласа кӑтартасси. Вӗсем историне пӗлччӗр, мӑнаҫланччӑр, тӑван ҫӗре хаклас йӑлана малалла тӑсчӑр», – палӑртнӑ регион ертӳҫи Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *