Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Черетлӗ гуманитари грузӗ янӑ

Черетлӗ гуманитари грузӗ янӑ


Тунтикун СВО пыракан вырӑна пирӗн боецсем валли черетлӗ гуманитари грузӗ янӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче ҫыхӑну валли пысӑк антенна, трактор-экскаватор, квадроцикл, икӗ мотоцикл, икӗ электровелосипед, электростанцисем, сварка тумалли аппаратсем, строительство материалӗсем, металл листисем, апат-ҫимӗҫ тата ыттине ӑсатнӑ.
Ҫак кашни япала ҫумӗнче пирӗн боецсен конкретлӑ ыйтӑвӗсем тата фронта кашни кунах пулӑшакансен пысӑк ӗҫӗ тӑрать. Волонтерсен ушкӑнӗсемпе пуҫламӑш отделенисем подразделенисемпе тӳрремӗн ӗҫлеҫҫӗ, ҫавна май шӑпах паян мӗн кирлине пуҫтараҫҫӗ.
Гуманитари грузӗ пуҫтарса хатӗрлеме «Единая Россия» партин активисчӗсем пысӑк пулӑшу кӳнӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак пархатарлӑ ӗҫе туса пыракансене пурне те: волонтерсене, активистсене, предприятисене, предпринимательсене тата республикӑра тӑрӑшакан хастар ҫынсене чӗререн тав тунине пӗлтернӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *