Чӑваш Енре 47-ри арҫын пулла кайсан пан улмие ҫумасӑр ҫинӗ те аптӑраса ӳкнӗ.
Ҫак ҫимӗҫ урлӑ кӑшлакан чӗр чунсем чупса иртнӗ ӗнтӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен арҫын хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ. Ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ ҫӗре унӑн пӳри ӗҫлеме пӑрахнӑ. Тухтӑрсем ку шӑши чирӗ пулнине палӑртнӑ.
Ҫак инфекци паллисем малтанлӑха шӑнса пӑсӑлнӑ чухнехине аса илтереҫҫӗ. Анчах кайран тӑрук шалти органсене сиенлеҫҫӗ.
Тухтӑрсем пациентӑн пурнӑҫӗшӗн виҫӗ эрне кӗрешнӗ – ҫӑлса хӑварнах.

