Нумаях пулмасть Тамара Леонидовна Ямашева 90 ҫул тултарнине уявланӑ.
Тамара Леонидовна 1936 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче Вятка Полянинче ҫуралнӑ. Вӑл – вӑрҫӑ ачи, 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ хӑрушӑ куна астӑвать. Ҫавӑн пекех вӑл 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче пурте тахҫантанпах кӗтнӗ тата савӑнӑҫпа тулнӑ Ҫӗнтерӳ кунне те лайӑх астӑвать.
Тамара Леонидовна пурнӑҫне, 40 ҫул ытла, педагогикӑна халалланӑ. Ку – ахаль цифра ҫеҫ мар, вырӑс чӗлхипе литературин тӗнчине уҫнӑ, сӑмахӑн илемне курма, тӑван культурӑна хаклама вӗрентнӗ ҫӗршер ача. Унӑн ӗҫ ҫулӗ 1959 ҫулта Селезениха салинче пуҫланнӑ, Вятка Полянинчи тӑван шкулта малалла тӑсӑлнӑ. Канаш хулине куҫса килнӗ хыҫҫӑн Тамара Леонидовна нумай ҫул хушши 62-мӗш №-лӗ шкулта (каярахпа 9-мӗш №-лӗ шкул) ӗҫленӗ, ачасемшӗн вӗрентекен ҫеҫ мар, усӑллӑ сӗнӳ-канаш паракан ҫын пулса тӑнӑ.
Тамара Леонидовнӑна ҫак сумлӑ юбилей ячӗпе округ пуҫлӑхӗ Валерий Чернов саламланӑ. Вӗрентекенӗн чӑтӑмлӑхӗ, ӗҫе парӑнни, ырӑ чӗри – пирӗншӗн пуриншӗн те тӗслӗх вырӑнӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ.
«Тамара Леонидовнӑна ҫирӗп сывлӑх тата тӑванӗсен тимлӗхне сунатӑп. Малашлӑхра лӑпкӑ та ҫутӑ, ҫывӑх ҫынсен юратӑвӗпе ӑшӑтнӑ кунсем пулччӑр», – тенӗ салам сӑмахӗнче Валерий Анатольевич.

