Суйлав пуҫлансанах Шупашкарта обществӑлла сӑнав Центрӗ ӗҫе пикеннӗ. Унта сасӑлав участокӗсенчи йӗркене авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен асӑрхаса тӑнӑ.
Штаб экранӗсем ҫинче тӗрлӗ муниципалитетра 300 камера ӳкерекен тӳрӗ трансляци пынӑ. Бюллетеньсем ямалли кашни урнана ҫивӗч «куҫсем» тимленӗ.
Мониторсем умӗнче техниксемпе танах тӗрлӗ экспертсем пулнӑ. Ҫакӑ кӑлтӑксем е йĕркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулас пулсан ҫийӗнчех шута илсе тишкерма май панӑ

