Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Республика тӗрлӗ ҫӗршыври ҫамрӑк лидерсене пӗрлехи проектсене пурнӑҫлама анлӑ майсем сӗнме хатӗр

Республика тӗрлӗ ҫӗршыври ҫамрӑк лидерсене пӗрлехи проектсене пурнӑҫлама анлӑ майсем сӗнме хатӗр


Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫамрӑксен халӑхсем хушшинчи фестивалӗн ӗҫне хутшӑннӑ ют ҫӗршыв тата регион делегацийӗсен представителӗсемпе тӗл пулнӑ.
Сентябрӗн пуҫламӑшӗнче Екатеринбургра пысӑк пулӑм пулса иртнӗ. Вӑл вӗҫленнӗ хыҫҫӑн регионти программӑсен серийӗ пуҫланнӑ, ҫав тапхӑрта ҫамрӑксем Раҫҫей Федерацийӗн тата Абхази Республикин 32 субъектӗнче пулса курӗҫ. Чӑваш Ен пӗр маршрута кӗнӗ. Аса илтеретпӗр, ҫак фестиваль Раҫҫейри регионсенчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ 10 000 ҫамрӑк лидера пухнӑ. Чӑваш Республикинчен унта 52 делегат хутшӑннӑ.
Регионсем тӑрӑх ҫӳрессин тӗп тӗллевӗ – ют ҫӗршыв участникӗсене Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсемпе, вӗсен истори- йӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе тата хальхи ҫитӗнӗвӗсемпе паллашма майсем туса парасси.
Олег Николаев, хӑнасене саламланӑ май, ҫамрӑксен тӗнчери ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
«Фестивальте Чӑваш Республикине ӑнӑҫлӑ кӑтартнӑшӑн пирӗн ҫамрӑксене тав тӑватӑп. Шанатӑп, эсир унтан пысӑк шухӑшсемпе таврӑнтӑр, вӗсене ҫитес вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртме тытӑнатӑр. Ют ҫӗршыври хисеплӗ хӑнасене илес пулсан, чылайӑшӗ сирӗнтен Раҫҫейре пуҫласа пулса пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршыв ҫинчен нумай интереслине пӗлме ӗлкӗртӗр пулӗ тесе шутлатӑп.
Чӑвашсем – хальхи Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче пурӑнакан чи авалхи этноссенчен пӗри. Пирӗн культура, авалхи йӑла-йӗрке, вӗсен хальхи янӑравӗ тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен пуянлӑхӗ пулса тӑрать. Ҫаксене пурне те курма сирӗн питӗ лайӑх май пур. Сире Чӑваш Енрен ла- йӑх туйӑмсемпе тата каялла кунта килес кӑмӑлпа кайма сӗнетӗп», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, республика тӗрлӗ ҫӗршыври ҫамрӑк лидерсене пахалӑхлӑ пӗлӳ пама, професси тӗлӗшӗнчен ӳсме тата пӗрлехи проектсене пурнӑҫлама анлӑ майсем сӗнме хатӗр.
«Екатеринбург – Шупашкар – Йошкар-Ола – Мускав» маршрутпа республикӑна килнӗ ют ҫӗршыв делегацийӗн составне тӗнчери 20 ҫӗршывран 22 представитель кӗнӗ. Вӗсем хушшинче Эфиопирен, Пакистанран, Малайзирен, Нигерирен, Индирен, Канадӑран тата ытти патшалӑхсенчен килнӗ ҫамрӑксем пулнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *