Ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Нацисен кросӗ» иртет. Кӑҫал ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Спортпа туслисем пур муниципалитет- ра та старта тухӗҫ.
Шупашкар хулинче старт Мус- кав ҫыранӗн хӗрринче пулӗ. Мандат комиссийӗ 10 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ. Старта ахаль ҫынсем те, профессионалсем те, ветерансем те, ачасем те тухма пултарӗҫ.
Мероприятие официаллӑ майпа 11 сехет ҫурӑра уҫӗҫ. 12 сехетре министерствӑсемпе ведомствӑсен ертӳҫисем, депутатсем, муниципалитет пуҫлӑхӗсем старта тухӗҫ, 12:20 сехетре – ыттисем. Кайран арҫынсем 12 пин ҫухрӑма чупӗҫ, старт 15:10 сехет- ре пуҫланӗ.
Кроса хутшӑнас текенсен маларах Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ заявка памалла тата регистраци тухмалла.
Хамёр инф?

