К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Кӗр сӑри уявӗ иртӗ.
Вӑл чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехетре пуҫланӗ. Мероприятие Чӑваш Ен Культура министерствин ҫамрӑксен канашӗпе пӗрле йӗркелӗҫ. Ăна ирттерме Элтияр Александров пулӑшӗ. Режиссёрӗ – чӑваш халӑх артисчӗ Наталия Сергеева.
Чӑваш академи драма театрӗ интернетри хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑла-йӗрке ҫинчен лекцисем, хӑйне евӗрлӗ театр арт-объекчӗсем, чӑваш юррисем тата ташшисем пулӗҫ.

