Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Бюджетӑн кашни тенки конкретлӑ улшӑнусене куҫӗ

Бюджетӑн кашни тенки конкретлӑ улшӑнусене куҫӗ


Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш Енӗн 2026 ҫулхи тӗп финанс докуменчӗн улшӑнӑвӗсен проектне пӑхса тухнӑ.
Республика бюджечӗн тупӑшӗсем 17,5 миллиард чухлӗ ӳсӗҫ, ҫулталӑк вӗҫне вӗсем 136,4 миллиард тенкӗпе танлашӗҫ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ӳсӗм – 15 процент.
Тӑкаксен пайӗ 9,4 миллиард ытларах пулать, прогнозпа илсен 146,9 миллиард тенкӗпе танлашать, ку вӑл иртнӗ ҫулталӑк шайӗпе илсен 30 процент пысӑкрах.
Ҫак кӑтартусем Чӑваш Енӗн бюджечӗ, йывӑрлӑхсем сиксе тухнине пӑхмасӑр, вӑйлӑрах пулса пынине, экономикӑн чӑн-чӑн секторӗ аталаннине ҫирӗплетсе параҫҫӗ, ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ проектсемпе программӑсене укҫа-тенкӗпе туллин тивӗҫтерме май парать.
«Пирӗн тӗп приоритет – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси, пурнӑҫа тивӗҫтерекен мӗнпур система ҫирӗп ӗҫлени. Ҫак тӗллевпе бюджет- ра хушма 5 миллиард тенке яхӑн укҫа хыватпӑр.
Социаллӑ сфера, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ – рес- публикӑра пурӑнакан кашни ҫынна мӗн пӑшӑрхантарать, ҫакӑ та ҫавӑн пекех пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та ҫак отрасльсене ҫирӗплетме уйӑракан бюджет укҫи-тенки тӗллевлӗн ӳсет, кӑҫал 95 миллиард тенке яхӑн пулать.
Пирӗн муниципалитетсене те уйрӑм тимлӗ уйӑрмалла. Рес- публика бюджетӗнчен паракан хушма пулӑшу территорисене хӑтлӑлатма, тирпей-илем кӳме, социаллӑ объектсене ҫӗнетме, республикӑра пурӑнакансем валли лайӑхрах условисем туса пама май парӗ.
Пирӗн тӗллев – бюджетӑн кашни тенки конкретлӑ улшӑнусене куҫса пыни: ҫемьесем валли ҫӗнӗ майсем, хуласемпе ялсенче пахалӑхлӑ пулӑшу тата хӑтлӑ среда.
Чӑваш Ен аталанать, кунта пурӑнакан кашни ҫын хӑйне лайӑх туйтӑр тата ыранхи куна шанса тӑтӑр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *