Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Упасен шучӗ ӳснӗ

Упасен шучӗ ӳснӗ


Чӑваш Респуликин Ҫут ҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра 64 упа пуррине шута илнӗ (2025 ҫулта 53 упа пулнӑ).
Пирӗн регионта ҫак чӗрчунсен йышӗ мӗншӗн ӳснӗ-ха? Чӑваш Республикин экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗн ҫумӗ Николай Охотин палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑ упа ҫурисем ҫуралнипе те, чӗр чунсем пирӗн пата кӳршӗ регионсенчен килнипе те ҫыхӑннӑ. Упасем Марий Эл Республикинчен тата Чулхула облаҫӗнчен куҫса килни паллӑ. Ҫакна асӑнса хӑварни те вырӑнлӑ, упана Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ.
Упасем вӑрманти вӑрттӑн вырӑнсенче пурӑнаҫҫӗ, ҫынпа тӗл пулассинчен пӑрӑнаҫҫӗ. Вӗсем ял-сала ҫывӑхне тухнӑ тӗслӗхсем пулнӑ пирки Николай Охотин ҫапла сӗнӳ панӑ: упана тӗл пулсан хӑвӑра лӑпкӑ тытмалла, ӑна куҫран пӑхмалла мар, пысӑкрах курӑнас тесе алӑсене е тумтире ҫӳле ҫӗклемелле, васкамасӑр ҫав вырӑнтан каймалла. Тискер кайӑксем ҫынна маларах илтсе урӑх тӗле куҫчӗр тесе вӑрманта шӑв-шав туни те вырӑнлӑ пулӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *