Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ватă Аслă Кипече шыраса

Ватă Аслă Кипече шыраса

Чăваш энциклопедийĕнче çак тăрăхри ялсем пирки «выселок деревни Большие Кибечи (ныне не существует)» тесе темиçе хут та çырнă. Ку сăмахсен авторĕсем Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн директорĕн çÿмĕ педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ И.Н. Евграфовапа  Ф.Н. Козлов пулаççĕ. 

Козлов Ф.Н. пирки Чăваш энциклопедийĕнче çапла çырнă.

«Козлов Федор Николаевич (р. 26.5.1977, Чебоксары) – историк, кандидат исторических наук (2009). Окончил историч. факультет Чуваш. государствен. университета (2001), аспирантуру НИИ гуманитар. наук при Правительстве Респ. Мордовия (2009). Работал глав. архивистом отдела использования документов, зам. директора, глав. архивистом науч. центра изучения подвига тружеников тыла Государствен. историч. архива Чуваш. Респ. (2005–09, 2012–22). С 2022 доцент кафедры отечествен. и всеобщей истории Чуваш. государствен. педагогич. университета. Автор более 120 науч. работ… Лауреат Государственной премии Чуваш. Респ. в области гуманитарных наук (2022)».

Ушанарти тĕпчевçĕ Л.И. Иванов хăйĕн 1992 çулхи нарăс уйă- хĕн 15-мĕшĕнче «Канаш» хаçатра «Тахçанах пулса иртнĕ ĕçсем»  çаптарса кăларнă статйинче Аслă Кипеч 1859 çулта пĕтнĕ тесе пĕлтерет.

Канаш районĕн сайчĕ çинче Аслă Кипеч пирки вырăсла тата тепĕр майлăрах çырнă: «С 1859 г. деревня Большие Кибечи слилась с деревней Малые Кибечи и прекратила свое существование, как и деревня Болдачево».

Пĕр енчен авторсемшĕн лайăх. Яла çухатнă та проблемă та çук. Ăçта кайса кĕме пултарнă-ши çак ватă ял? Чăнах та ĕлĕкех Ватă Аслă Кипеч ятлă ял пулнă е халĕ çук.

Ку ял историйĕ пирки ял тăрăхĕн-чи тĕпчевçĕсем ушанарти  истори учителĕ пулнă Л.И. Иванов çине шанса ĕлĕкхи пек чăнлăх шырама Хусан патшалăхне тухса кайнă. 

Эпĕ ушанарти Л.И. Иванов çырнă истори пирки нимех те хирĕç калаймастăп. Мĕншĕн тесен хăйĕн калавне архиври хутсем çине шанса мар, ытларах Кипечри халăх хушшинче çÿрекен сăмах-халапа шанса çырап тенĕ.

Анчах та эпĕ вĕсем хыççăн Атăл тепĕр енне халăх хушшинче çÿрекен сăмах-халапĕсем çине шанса тухса кайма хăратăп. Мĕншĕн тесен каялла çăрăлса тухма йывăртарах пуласран хăратăп.

Ытти калавсенче авалхи ял историйĕсем пирки çапла çырнăччĕ. Вĕсене „Канаш ен“ хаçатрах çаптарса кăларнăччĕ.

155Ç çулта Хусан ханствине çĕнтернĕ хыççăн тутар патшалăхне пач пĕтернĕ. Ун вырăнне Хусанпа Сĕве уесĕсене уçнă. Хусан уесне Атăл суллахай енчи çĕрсене, сылтăм енчисене вара Сĕве уесне кĕртнĕ. Сĕве уесĕн территори вара питĕ пысăк пулса тăнă. Çавăн пирки 1555 çулта Шупашкар уесне уçнă. Çĕнĕ уеса уçсан ăна валли халăхпа пĕрле пулнă çĕр лаптăкĕсене те уйăрса памалла пулнă. Ытларах тăванлă ялсене обществăлла çĕрĕсемпе пĕрле пĕр уеса кĕртме тăрăшнă. Тепĕр паллă вырăн 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕ пулать. Çав çулсенче Сĕве уесĕнче вунă чăваш вулăсне йĕркелесе янă. Вĕсен шутĕнче Кармамей ятлă вулăс та пур. 1638 çулта Сĕве уесĕнче мĕн ятлă вулăссем тата вĕсен шÿтĕнче мĕн ятлă ялсем пулни çинчен список тунă. Çав списокра Кармамей вулăсĕнче Кибечева ятлă яла палăртнă. Кибечев фамили Кибеч ятлă çынран тухнă пулмалла. Тата çав çулта ялта хисеплĕ тата маттур Яшкилт Паскин, Биговат Бисубин, Колкоман Шайсубин, Тоитуш Тугушев, Исей Акишев, Янаптал Сюванов тата Корнило Байгитов ятлă çынсем пурăннă. Ăнланмалла пуль тетĕп. Кунта ялта пурăнакансене пурне те кĕртмен. Тата çав 1638 çулхи списокра малтан Кибечева ялне палăртнă. Ун хыççăн Девлизерево е юлашкинчен Балтачевăна. Болтачево ял историне ман ятпа «Канаш ен» хаçатра кăçал 2026 çулхи çурла уйăхĕн-

че  тухнă 30 тата 31 номерсенче çаптарса кăларнă.

1710 çулхи перепиçре яла Аслă Кипеч (д. Большие Кибечи при речке Аздат) ятпа çырнă. Мĕншĕн тесен 17-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Кĕçĕн Кипек тупăннă. Вăл Балтачевăран уйăрăлнă ял пулать пулсан та ял ятне Кĕçĕн Кипеч ятпа çыртарма килĕшнĕ.

Çав 1710 çулта Аслă Кипечре 25 кил шутланса тăнă тата официаллă 14 ясак тÿлемеллĕх çĕр тытса тăнă. Ун пек пулсан вĕсен вăл вăхăтра ал айĕнче усă курмалли 154 теççетин çĕр пулнă. 1747 çулхи халăх перепиçĕ тăрăх тĕне кĕмен 200 арçын тата çавăн чухлĕ хĕрарăм пурăннă.

Иккĕмĕш Кĕтерин патша хушăвĕпе 1780 çулсем пуçламĕшенче уеспа хулана ертсе пыракан воеводăн должноçне пĕтернĕ. Çĕр çинче ĕçлени халăха экономика енчен усăллăрах пултăр тесе уессемпе вулăссен çĕр лаптăкĕсене тата вулăссен ячĕсемпе вĕсен тĕп ялĕсене те улăштарнă. Елĕкех Аслă Кипеч Сĕве уесĕнче шутланса тăнă пулсан  çак реформăпа вĕсене Çĕрпÿ хули çывăхра пулнăшăн чи малтан Çĕрпÿ уесне Кармамей вулăс шучĕпе кĕртнĕ.Çĕрсене тепĕр хут виçсе тĕрĕсленĕ. Ун хыççăн çĕр çинче ĕçлеме çăмăлтарах пултăр тесе Раççей патшалăхĕ ирĕк панăшăн нумай выççелккăсем шăтса тухнă. Мĕншĕн ун пек пулса тухнă. Ĕлĕкхи йĕркепе ял обществин çĕрне халăх хушшинче кашни вунă е вунпĕр çул хушшинче тепĕр хут виçсе пайланă. Мĕншĕн тесен çак çулсем хушшинче нумай улшăнусем пулса иртнĕ. Ытларах халăхĕ е кил хуçисем улшăннă. Кам вилнĕ е теприсен арçынсем нумайтарах çуралнă. Тата урăх çĕре тухса каякан çемьесем те пулнă. Çав сăлтавсемпе пушаннă çĕрсем те тупăннă. Камăн килте арçын хутшăннă вĕсене çĕр хушса памалла пулнă. Пушă çĕр лаптăкĕ тепĕр уйра пулма пултарнă. Çапла вара пĕр уйран тепĕр уйне çитме виçĕ е тăватă çухрăм та пулма пултарнă. Çĕр лаптăкĕсем виçĕ уйра пулсассăн йывăрлăхсем тата тупăннă. Ытларах вĕсем ака е тырпула пуçтармалли вăхăтра тупăннă. Çĕнĕ сакун тăрăх çынсен çĕр ĕçне çăмăллатас тесе йышлă тăванĕсене хăйсен çĕр лаптăкĕсем çинче кил çавăрма ирĕк панă. Çавăнпа çĕнĕ выççелккисем нумай шăтса тухнă.

Пуçланă реформăсене малалла çирĕплетес тесе тата патшалăхăн хă- йĕн экономики те малалла лайăх аталантăр тесе 1790-çулсем пуçламăшĕн-

че «Экономическое примечание России» тата «Планы дач Генерального и Специального межевания» ятлă документсем йышăннă. Çав документсем тăрăх Хусан кĕпернин Çĕрпÿ уесĕнче Ватă Аслă Кипеч ялĕн Чукмакпа Камаев выççелкинсене палăртнă. Анчах та 1797 çулхи Çĕрпÿ уесĕн финанс докуменчĕсем çине Чукмакпа Мамаев ялĕсене, выççелккă статусĕ пулнă пирки, кĕртмен. Выççелккăн ял статусне кĕрес тесессĕн унта пурăнакан халăхăн уесри тата вулăсри пуçлăхсене тата амăш ял старостине чĕнсе лару ирттермелле пулнă. Ларура выççăлккăра пурăнакансен старостăна, депутатсене тата вунă кил-çурт хуçине суйламалла пулнă. Ун хыççăн Приговор çырнă. Приговорне кашни кил хуçин тата тĕп ял старостин, вулăспа уес пуçлăхĕсен алă пусса пичет лартмалла пулнă. Ун хыççăн выççăлккă ял статусне кĕнĕ. Малалла çав Приговора Хусана ярса панă. Ун хыççăн çĕнĕ яла тек учета тăратнă.

Мамаев ятлă выççелкки часах манăçа тухнă е ун вырăнне халăх ячĕ Вăтакас Кипеч çирĕпленсе юлнă. Ушанарти тĕпчевçĕ Л.И. Иванов Вăтакас Кипеч пирки çапла ăнлантарса парать. 1710 çулта Кивĕ Кипечрен тепĕр Кипеч, хальхи Вăтакас Кипеч (Средние Кипечи) уйăрăлнă. Çав çулта Вăтакас Кипечре 3 кил пулнă.

Чăнах та 1710 çулхи перепиç тăрăх Кармамей вулăсĕнче икĕ пĕр пек ятлă Хирти Кĕçĕн Кипеч тата Тепĕр Кĕçĕн Кипеч ятлă ялсем шутланса тăнă. Тепĕр Кĕçĕн Кипеч ялĕ халĕ Ăвăспÿт Кипеч ятлă. Вăл ял историне «Канаш ен» хаçатра 2026 çулхи  30 тата 31 номерсенче çаптарса кăлăрнăччĕ.

Хирти Кĕçĕн Кипечре 1910 çулта 3 кил пулнă. Вĕсен пĕр ясак тÿлемеллĕх çĕр пулнă. Вăтамран 3 кил валли вĕсен 11 теççетин çĕр пулма пултарнă. 1747 çулта ялĕнче тĕне кĕмен 11 арçын пурăннă е 1762 çулта  вара тĕне кĕртнĕ 8 арçын тата 5 хĕрарăм пурăннă.

1780 çулсенче Иккĕмĕш Екатерина указĕпе уессен çĕр лаптăкĕсене улăштарнă. Сăмахран, Чарпуç сали, Имелевăпа Туçи Çармăс ялĕсем Шупашкар е Явăшсем Сĕве уесĕнче шутланса тăнă. Ялти çынсен пысăкрах ĕçсем тумалла пулсассăн Ямашсен тĕп хулине çитме 80 çухрăм е Аслă Явăшсен вара 110 çухрăм ытла каймалла пулнă. Анчах та çав улшăнусем пулса иртнĕ хыççăн виçĕ киллĕ Хирти Кĕçĕн Кипеч ялне Çĕрпÿ уесĕн-

че тупаймарăм. Çак яла шыраса Тетюш тата Пăва уесĕсене кĕрсе кайрăм. Мĕншĕн тесен учетра тăнă ял пат çухалма пултарайман. Шырасан-шырасан Хирти Кĕçĕн Кипеч ялĕ Пăва уесĕнче тупăнчĕ. 1780 çулта унта вырăсла çапла çырнă: «д. Новая Бахтеярова крещеных чуваш. Число душ 108. Тут же с ними д. Малых Кипеч крещеных чуваш. Число душ – 8. В Буинский уезд перешли из Свияжского у.». Халĕ Вăтаел (д. Новое Бахтиарово) Патăрьел районне кĕрет.

Тепĕр енчен каласассăн Патăрьел районĕнчи Вăтаел çумĕнче ларакан Хирти Кĕçĕн Кипече 1790 çулсем пуçламăшĕнче  Мамаев выççелкки ят пама пултарнă-ши?

18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Кармамей вулăсĕн çĕнĕ списокне тунă. Çав списокра малтан аякри Апанасова при речке Малой Буле яла палăртнă. Халĕ Апанасово-Эщебенево (Кипеç) Елчĕк районне кĕрет. Ун хыççăн Новая Изенбаева при речке Малой Буле, что в степи. Халĕ Çĕнĕ Кипеç (д. Новое Изамбаево) ялĕ Комсомольски районне кĕрет. Список тăрăх виççĕмĕш Хирти Кĕçĕн Кипеч ялне палăртнă. Халĕ ку ялĕн хăш-пĕр килĕсем Патăрьел районĕнчи Вăтаел (д. Новое Бахтиарово) ялĕн шутĕн- че пулас. Тăваттăмăшĕ вара хальхи Кĕçĕн Кипеч пулать е пиллĕкĕмĕшĕ Балтачева (Ăвăспÿрт). Çапла вара. Ушанарти Л.И. Иванов Вăтакас Кипеч ялĕ пирки тĕрĕс мар çырнă.

1857-1859 çулсем хушшинче Раççей патшалăхĕ вуннăмĕш халăх перепиçне ирттернĕ. Çав çулсенчех Вăтакас Кипечри пулса иртнĕ самана пирки Ф.Н. Козлов Чăваш энциклопедине çапла текст кĕртнĕ:  

«Средние Кибечи, Вăтакас Кипеч – деревня в Канаш. р-не. центр Среднекибеч. сел. поселения. В 19 – нач. 20 вв. околоток д. Большие Кибечи (ныне не существует). Жители – чуваши.  В составе Шибылгин. волости Цивил. у. в 19 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1858 (вместе с 2 околотками) – 182 двора, 483 муж., 533 жен.».

Ф.Н. Козлов хăйĕн текстĕнче Вăтакас Кипечĕн икĕ выççăлккă пулнă тесе çырнă. Ку икĕ выççелккине авторĕ ăçтан шыраса тупнă-ши тесе тĕлĕнетĕп? Тĕрĕссипе Вăтакас Кипек- ре 1858 çулта 58 кил пулнă. Унта 146 арçын тата 165 хĕрарăм анчах пурăннă.

19-мĕш ĕмер пуçламăшĕнче Аслă Кипеч малалла вакланать. Унран Анатри кас уйăрăлса тухать. Анаткас выççелккинче  Ф.Н. Козлов Чăваш энциклепеди урлă пĕлтернĕ тăрăх, 1885 çулта 89 кил пулнă, 224 арçын пурăннă. Анчах та 1858 çултах пулса иртнĕ халăх перепиçĕ тăрăх Анаткас Кипечре 53 кил пулнă. Унта 138 арçын тата 153 хĕрарăм пурăннă.

Малалли çитес номерте.

Александр СТЕКЛОВ,

„Сказание о чувашах“

трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *