Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Донецк Республики, Луганск Республики, Запорожье тата Херсон облаҫӗсем Раҫҫейпе пӗрлешнӗ куна паллӑ тунӑ.
Ҫавна май ҫӗршывӗпех «Спасибо, что #МЫВМЕСТЕ» акци иртнӗ. Унта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем, колледжсенче вӗренекенсем те хутшӑннӑ. Наци ҫи-пуҫӗллӗ ҫамрӑксем заливра вӑйӑ картине тӑнӑ.

