Вӑрмар поселокӗнче виҫӗ хутлӑ сиплев корпусӗ тӑваҫҫӗ.
Унта 81 ҫын вырнаҫмалӑх пӳлӗмсем пулӗҫ. Ра-йон тӗп больницин поликлиникине тӳрреммӗн каҫса ҫӳремелле тӑваҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫуртра реанимаци, хирурги, терапи, ача-пӑча уйрӑмӗсем вырнаҫмалла.
Корпус хӑпартмалли вырӑна кивӗ зданисенчен тасатнӑ. Халӗ лаптӑка ӗҫ пуҫлама хатӗрлеҫҫӗ.

