Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Малти Ишек шкулӗнче Чӑваш халӑх ӳнерҫине Праски Виттине халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫак шкул ун ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Хисеплӗ ентешне сума сума сумлӑ хӑнасем, педагогсем, шкул ачисем тата ӳнерҫӗн мӑнукӗ Кирилл Коробков килнӗ. Шкулта ӑс пухакан ачасем хӑнасем валли пултарулӑх номерӗсем хатӗрленӗ.
Асӑннӑ шкул 2016 ҫултанпа Праски Витти ячӗпе хисепленет. Ку ята ӳнерҫӗ 80 ҫул тултарнӑ май панӑ. Виталий Петрович Петров ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкар хулинче Праски Виттин ӗҫӗсемпе панно та хатӗрленӗ.

