Иртнĕ канмалли кунсенче Шăхасанти «Импульс» физкультурăпа спорт комплексĕнче маст-рестлинг енĕпе ăмăрту иртнĕ. Виç çĕр ытла спортсмен Атăлçи федераци округĕнче мала тухассишĕн йĕркеленĕ чемпионатăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă.
Ăмăртăва пуçтарăннă хĕрсемпе каччăсене Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕ Сергей Михайлов саламланă, пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.
Шăхасан салине спортсменсем Раççейĕн тăхăр регионĕнчен килнĕ, помост çинче кашни çаврăнăçулăхĕпе ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарнă.