Кӑҫал республикӑра 120 ҫуллахи кану вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ.
Вӑл шутра 8 пляж. 5-шӗ тӗп хулара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславкка тата Етӗрне тӑрӑхӗсенче – пӗрер.
Хальхи вӑхӑтра 72 кӳлӗ-пӗвене, юхан шыва тӗпченӗ. Ҫын пурнӑҫне сиен кӳме пултаракан ӑпӑр-тапӑртан малалла тасатаҫҫӗ.
Кашни пляжри лару-тӑрӑва «Хӑрушлӑхсӑр хула» программӑпа килӗшӳллӗн видеопа сӑнаса тӑрӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсенче шыв хӗрринчи кану вырӑнӗсене васкавлӑн йӗркене кӗртме хушнӑ.

