Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Компетенцисен центрне уҫнӑ

Компетенцисен центрне уҫнӑ


Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗ валли компетенцисен центрне уҫнӑ
«Ачасен ырӑлӑхӗ ҫемьери лару-тӑруран пуҫланать. Кун пек центр хута яни пуласлӑха никӗс хывнипе тан», – палӑртнӑ регион ертӳҫи.
Йывӑрлӑха лекнӗ ачисемпе ашшӗ-амӑшӗ психологпа канашлама пултарӗҫ. Вӑхӑта усӑллӑ иртермелли лапамсем те пур.
Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ ҫумӗнчи центртах ҫемьесемпе ӗҫлекен специалистсене те хатӗрлӗҫ.
Ятарлӑ проект вӑй илнӗренпе регионта кун пек 23 лапам уҫӑлнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *