«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» рес- публикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗ федераци укҫине 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ.
Гранта «Знаки рода: платки-обереги» проекта пурнӑҫа кӗртме тӑкаклӗҫ. Ҫавна май салтак тутрине тӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем йӗркелӗҫ.
Проект авторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрлеме пӗлекен ӑстасем пур чухне ҫавна вӗренсе юлмалла. Ӑсталӑх сехечӗсене 25 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксене явӑҫтарӗҫ.
Проекта пурнӑҫланӑ вӑхӑтра вӗрентмелли видео- роликсем, ятарлӑ фильмсем те хатӗрлӗҫ. Кайран салтак тутрисен куравне йӗркелӗҫ.

