Канашри халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ача кĕтекен хĕрарăмсемпе тĕлпулу ирттернĕ.
«Будь с деньгами на ты» темăпа йĕркеленĕ калаçу вăхăтĕнче пулас амăшĕсен финанс пĕлĕвне тарăнлатнă.
Тĕлпулура çемье укçи-тенкине мĕнле тăкак- ламаллине, пепке валли маларах мĕн туянса хумаллине сÿтсе явнă. Ача çут тĕнчене килсен çемьери финанс лару-тăрăвĕ хăш-пĕр чухне чылай йывăрланать, мĕншĕн тесен çамрăк аннен вăхăтлăха ĕç пăрахса килте ларма тивет. Çавăнпа та тĕлпулăва пухăннисем çакăн пек калаçу питĕ вăхăтлă пулнине палăртнă. Çемье бюджетне кирлĕ пек пайлама хăнăхни, пуян опытлă специалистсемпе канашлани финанс енĕпе йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкесрен упранма пулăшĕ.

