Правительство çуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра кăçалхи çичĕ уйăх хушшинче регионта эрех-сăра ĕçсе алхасакансен йышĕ курăмлăнах чакнине палăртнă.
Республикăри икĕ «псевдоресторан» тата 10 алкомаркет хăйсен ĕç-хĕлне пăрахăçлани çинчен те каласа хăварнă. Халăх йышлă пурăнакан вырăнсенче эрех-сăра сутма чарни паха. Тата тепĕр тесен нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕн- че эрехе сутма юраманни те питĕ аван. Йĕркене пăсакансем те пулмĕç кун пек чухне. Кăçалхи пуш уйăхĕнчен пуçласа кун пек çирĕп йĕрке вăя кĕнĕ. Çĕрле е каç кÿлĕм республикăра ресторансенче кăна эрех-сăра таврашне сутма юрать. Ытти апатлану вырăнĕсенче пачах та юрамасть.
Кăçалхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен тепĕр çĕнĕлĕх вăя кĕрет: эрех-сăра сутакан лавккасенче çак тавара 9 сехетрен пуçласа 22 сехетчен çеç сутма юрать. Подъездсем енчен кĕмелли тата нумай хваттерлĕ çуртсен путвалĕнче е цоколĕнче вырнаçнă магазинсен малашне усал шĕвекпе сутă тума юрамасть.

