Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Юсав ĕçĕсемпе паллашнă


Республикăра вĕренÿ учрежденийĕсене юсаса çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн округра та шкулсен сăн-сăпачĕсем çĕнелсех пыраççĕ.
Муниципаллă округ пуçлăхĕ Валерий Чернов çак кунсенче Уçырма вăтам шкулĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем мĕнле пурнăçланса пынипе паллашнă. Юсава «Вĕрентĕве аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн тăваççĕ.
Хальхи вăхăтра кунта строительсем çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Шкулăн шалти коммуникацийĕсене улăштараççĕ, çурта тулаш енчен çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Хальлĕхе пĕтĕмĕшле палăртнă ĕçсен 55 процентне туса пĕтернĕ. План тăрăх çĕнетнĕ шкулăн алăкĕсем ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне уçăлĕç. Вĕрентекенсем тата 160 вĕренекен çак саманта чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *