Хулан общество хастарне тата производствăн паллă йĕркелÿçине Валентина Ивановна Полукарована «Канаш хулине 100 çул» юбилей медалĕ парса чысланă.
Наградăна округ пуçлăхĕ Валерий Чернов ячĕпе унăн çумĕ Николай Белов панă. Вăл Валентина Ивановна хулан экономикипе унăн социаллă пурнăçĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртнă.
Валентина Полукарова Канаш хулин администрацине 2002 çултан пуçласа 2010 çулччен ертсе пынă. Унччен маларах Канашри резецсен заводĕнче ĕçленĕ. Заводра инженер экономистран пуçласа унăн гендиреторĕ таран çитнĕ. Ăста ертÿçĕне сумлă патшалăх наградисем парса чысланă.

