Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Халăх ырлăхĕшĕн ĕçлесе пыма тупа тунă

Халăх ырлăхĕшĕн ĕçлесе пыма тупа тунă


Иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Олег Николаев республика Пуçлăхĕн должноçне йышăннин церемонийĕ иртнĕ. Унта Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Чăваш Енĕн Федераци Канашĕнчи сенаторĕсем, Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, министрсем, муниципалитетсен, предприятисен ертÿçисем, общество организацийĕсен представителĕсем, ыттисем хутшăннă.
Зала çар çыннисем Чăваш Ен Пуçлăхĕн штандартне, Раççей тата Чăваш Ен Конституцийĕсене йăтса кĕнĕ. Регионăн суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров иртнĕ суйлав кăтартăвĕсене пĕлтернĕ, суйлавçăсен сассисен 67,06% пухса Олег Алексеевич Николаев çĕнтернине каланă.
Олег Николаев тупа сăмахĕсене çĕршывăн тата республикăн Тĕп Саккунĕсем çине алă хурса вырăсла тата чăвашла каланă. Вăл çавăн пекех граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене уяма, республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене халăх ырлăхне тĕпе хурса чыслăн пурнăçлама шантарнă. Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне кĕнине çирĕплетекен Указа алă пуснă, республика Конституцийĕн 71 статйипе килĕшÿллĕн должноçа йышăннă. Çав самантран вăл регион ертÿçин ĕçне иккĕмĕш хут пуçăннă.
Çак ятпа чи малтан ăна Игорь Комаров саламланă. Сцена çине хăпарнă май вăл республика халăхĕ Олег Николаевшăн сасăласа регион аталанăвĕн тăнăçлăх çул-йĕрне суйласа илни çинчен каланă. Полпред регионăн макроэкономика кăтартăвĕсем лайăххине палăртнă, промышленноç ÿсĕмĕн индексĕпе республика Атăлçи округĕнче лидерсен ретĕнче пулнине асăнса хăварнă. Хăйĕн сăмахне вăл Олег Николаева тата унăн командине ăнăçу, республикăна аталану суннипе вĕçленĕ.
Олег Алексеевич та сăмах илнĕ. Чи малтанах вăл пурне те хăйне шаннăшăн, пысăк тата пĕчĕк ĕçсене хастар хутшăнма хатĕр пулнăшăн тав тунă. Инаугураци церемонийĕ вĕçленнĕ хыççăн Олег Николаев журналистсемпе тĕл пулнă, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *