Главная > Публикации > «Сÿнми вучах» – фестивалĕн кĕмĕл призерĕ

«Сÿнми вучах» – фестивалĕн кĕмĕл призерĕ

1913 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Красноармейски районĕнчи Çавал Çырма ялĕнче Филипп Миронович Лукин — паллă хор дирижерĕ, чăваш композиторĕ, РСФСР халăх артисчĕ, педагог çут тĕнчене килнĕ.

Вăл чăваш музыканчĕсенчен чи пĕрремĕш тесен те юрать консерваторире аслă музыка пĕлĕвĕ илнĕ (1942 çулта), чăваш композиторĕсен пултарулăхĕнчи чи паллă çитĕнÿсем унăн ячĕпе çыхăннă. Чатукасси вăтам шкулĕнче ăс пухнă вăхăтрах вăл пĕтĕм чун-чĕрипе музыка еннелле туртăннă, хăй тĕллĕн нотăсем вĕренме тытăннă, 1932 çулта Чăваш музыкăпа театр техникумне пĕтернĕ. Пурĕ вăл 800-е яхăн юрă çырнă.

Кăçал Филипп Лукин çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Унăн ячĕ халăх асĕнче халĕ те упранать. Вăл çырнă музыка хайлавĕсене концерт залĕсенче, радиопа тата телевиденипе, тĕрлĕ уявсенче янраттараççĕ.

Çак паллă пулăма халалласа Красноармейски муниципаллă округри Чатукасси ялĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс йĕркелерĕç. Унта Элĕк, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Канаш, Елчĕк тата ытти муниципаллă округсемпе хуласенчен, Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчен килнĕ халăх хорĕсемпе вокал ансамблĕсем хутшăнчĕç. Фестивале хутшăнакансене Красноармейски муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов, Ф. Лукинăн çывăх çыннисем тата ыттисем те салам сăмахĕсем каларĕç.

«Хорсем» номинацире Канаш муниципалитет округĕнчи централизациленĕ клуб тытăмĕн «Сÿнми вучах» ветерансен халăх хорĕ II степеньлĕ Диплома тивĕçрĕ. Хора ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Стеклов ертсе пырать.

Коллектива фестивале кайма Канаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов пысăк пулăшу кÿчĕ. Халăх хорĕн коллективĕ 30 ытла çынран тăрать, çавăнпа та çула икĕ «Газельпе» тухмалла пулчĕ. Районти вĕренÿ управленийĕн водителĕ Геннадий Николаев отпускра пулсан та руль умне ларма килĕшрĕ. Халăх хорне çÿрекенсем çула тухма пулăшнисене пурне те ăшшăн тав тăваççĕ.

Петр ЕФИМОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *