Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Меллӗ маршрут пулӗ

Меллӗ маршрут пулӗ


Ҫитес вӑхӑтра «Шупашкар – Новосибирск» авиамаршрут уҫма палӑртнӑ.
Авиаперевозчик Чӑваш Ен правительстви патне ку ыйтупа тухнӑ та ӗнтӗ. Новосибирск облаҫӗн правительстви вара рейс тӑкакӗсене Чӑваш Ен правительствипе пӗрле ҫурмалла саплаштарма хатӗррине пӗлтернӗ. Хальлӗхе субсидилекен маршрутсен федераци переченьне хутшӑнма авиакомпанисен заявкисене хатӗрлес ӗҫ пырать.
Ҫакна каласа хӑвармалла: Новосибирск аэропортӗнчен Ҫӗпӗрти тата Инҫет Хӗвел тухӑҫӗнчи пысӑк хуласене вӗҫме пулать. Ҫавӑн пекех унтан Китая, Вьетнама, Индие, Таиланда тата Азири ытти хулана ҫитме меллӗ. Сӑмах май, Раҫҫей ҫыннисене Китая визӑсӑрах кӗртме планлаҫҫӗ. Ҫавна май ку маршрут питӗ кирлӗ тата меллӗ пулмалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *