Юпа уйăхĕн 5-12-мĕшĕсенче Чăваш Енре Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем иртнĕ. Спортсменсем медальсем çĕнсе илессишĕн пĕр эрне тупăшнă. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ.
Финал вăййисем хĕрӳ иртнĕ. Çĕнтерӳçĕсен йышĕнче ытларах Раççей спортсменĕсем, çавăн пекех чăваш атлечĕсем те пулнă. Тытăçусен хушшинче паллă пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă.
Наци кĕрешĕвĕсен вăййисенче Раççей команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Узбекистан команди – иккĕмĕш. Кăркăссем виççĕмĕш вырăна тухнă. Спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. «Спортсменсене пысăк ăсталăх кăтартнăшăн, çĕнтерӳ патне талпăннăшăн тав тăватăп. Хăвăр тĕслĕхĕрпе эсир çамрăксене спортпа туслашма, çĕнтермешкĕн ăнтăлма хавхалантаратăр. Чăваш Енри спортсменсемпе уйрăмах мăнаçланас килет: пирĕн тăватă пăхаттир ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Кашнине чунтан саламлатăп – эсир Раççей командин çитĕнĕвне тӳпе хыврăр тата республика ятне çĕклерĕр. Чăваш Ене кăçал спортсменсем тата ытларах килчĕç. Çакă пирĕн республика ят-сумне ӳстерет. Вăйăсем вĕçленчĕç, анчах вĕсем унта хутшăнакансен тата куракансен асĕнче яланлăхах юлĕç. Вĕсене ирттересси çирĕп йăлана кĕтĕрччĕ», – палăртнă Олег Алексеевич.

