Ҫитес ҫултан Раҫҫейре тепӗр уяв пулӗ. Çу уйӑхӗн юлашки эрнекунӗнче Сварщик кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ку йышӑнӑва Раҫҫей Федерацийӗн премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Правительствӑна ку ыйтупа Сваркӑна тӗрӗслекен наци агентствин тата Санкт-Петербургри промышленноҫ предприятийӗсен ассоциацийӗн представителӗсем тухнӑ.
Мӗншӗн шӑпах ҫу уйӑхӗн юлашки эрнекунӗ-ха? Мӗншӗн тесен сварщиксен професси сообществинче ӑна ҫак кун паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку йӑла 1990 ҫулсенче ҫирӗпленнӗ.

