Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ

Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ


Чӑваш Енре пултарулӑх коллективӗсен «Наследники традиций» фестивальне 10-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта Шупашкарти культура колледжӗнчен вӗренсе тухнисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ тата йӑла-йӗркене еплерех тытса пынипе те паллаштараҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче юбилейлӑ тӗлпулу иртнӗ. Ӑна колледжӑн 80 ҫулхине, институтӑн 25 ҫулхине халалланӑ. Программӑна 29 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем юрласа ташланӑ, оркестрсемпе хорсем те пулнӑ, вокал ушкӑнӗсемпе театр студийӗсем те сцена ҫине тухнӑ. Асӑннӑ коллективсен ертӳҫисем пурте – унччен культура колледжӗнче вӗреннӗскерсем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *