К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх артисткин Валентина Ситован юбилей каҫӗ иртнӗ.
Сумлӑ юбилей ячӗпе Валентина Петровнӑна Чӑваш академи драма театрӗн пуҫлӑхӗ Елена Николаева, Патӑрьел округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Патӑрьел ентешлӗхӗн тата Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем саламланӑ, сывлӑх, ӑнӑҫу суннӑ.
Юбилей каҫӗ «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакльпе вӗҫленнӗ.

