Малалли. Пуçламăшĕ 41-42 №№
Ĕçе кÿлĕннĕ кун
Тутлă ыйхăран вăрантăмăр та ĕçе кайма хатĕрлентĕмĕр. Пуçра тĕрлĕ шухăшсем явăнаççĕ. Паян пуçласа ĕçе кÿлĕнмелле. Акă тухăçран çĕкленекен хĕвел те курăнса кайрĕ. Çÿлти тĕпсĕр сенкер тÿпе уçă та янкăр.
Хамăр пĕчĕк ушкăнпа ĕçе вас- катпăр. Пĕр колейăллă чугун çулпа утатпăр. Стрелочник будки тĕлĕнчен пуçласа çул икĕ пая уйрăлать. Вĕсен хушшинче анлă лапам. Çĕре тикĕслесе якатса тÿрлетнĕ, хăйăр сапса хытарнă. Чугун çулăн пĕр юппи çумĕнче вăрман кати тăсăлса выртать. Ăна ятарласа лартса ÿстернĕ. Вăл хĕл кунĕсенче чугун çула юр хĕвсе каяс- ран, усал çилсенчен сыхлать. Тĕрлĕ- рен кйăк-кĕшĕксемпе тискер чĕрчунсем те кунта хÿтлĕх тупаççĕ. Çак хутăш вăрман тавралăха та самай илем кÿрет.
Çулăн тепĕр юппинчи шпалсем тăрăх утса ĕнер курнă айлăмри çаврака кÿлĕ патне çитсе чарăнтăмăр. Кунти ытарлă вырăна пăхса килентĕмĕр.
Хĕвел çути шыв тĕкĕрĕ çине ÿкме ĕлкереймен-ха. Ĕнер курнă çÿллĕ мăрьен асамлă мĕлки шыв çинче курăнса тăрать.
«Мĕлкесем шывра та путмаççĕ, вут- ра та çунмаççĕ», _ тет Витали, хура мĕлке çине пăхса.
Часах Чесноковка хулин пуçламăшне çитсе чарăнтăмăр.
Хула хĕрне «ЖБИ» завод вырнаçнă. Кунта стройкăра кирлĕ япаласем тăваççĕ. Завод пĕр вĕçĕмсĕр мăрйинчен хура сĕрĕм мăкăрлантарать.
Йывăçран пураса тунă пÿртсенчен тăракан вăрăм урам чугун çулпа юнашарах. Вĕсен хушшинче дамба çулĕ. Икĕ çул хушшинче çын пырса кĕрейми хытхура чăтлăхĕ. Вырăнĕ-вырăнĕ- пе çуран каçса çÿремелли ансăр сукмаксем пур. Чугун çул хĕрне вырнаçнă ĕç хатĕрĕсен ларĕ çывăхĕнче пире Горбунов бригадир кĕтсе илчĕ, алă тытсах ăшшăн саламларĕ. Унăн кĕреçе пек сарлака аллисем хыттăн чăмăртаççĕ.
«Эпĕ малашне сирĕн бригадăна ертсе пыратăп. Мана Петр Горбунов теççĕ. Эсир дядя Петя тесе чĕнме пултаратăр», _ терĕ вăл куларах. Хушаматсем тăрăх ĕçе килнине паллă турĕ.
Дядя Петя утмăл çулсенчи арçын, кĕлетки тĕреклĕ, сарлака хулпуççиллĕ, хурарах сăнлă, тăн-тăн. Çÿçĕсем кăвакарса шуралнă пулсан та ватлăх паллисем сисĕнсех каймаççĕ. Вăл хăйĕн çулĕсенчен çамрăк-рах курăнать. Сухалĕсене те яка хырса çутатнă. Çăварта шăлĕсем сахалланса юлнă пулин те ăшă куçĕсем çав-çавах тимлĕ пăхса хĕм сапаççĕ.
Дядя Петя эпир анлă лапама сăнаса тăнине сиссе: «Часах эпир çак вырăнта ĕçлеме пикенетпĕр, чугун çул хывăпăр. Эсир тăрăшса ĕçлесен, тепĕр икĕ çултан çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Сортировочнăй станци» ĕçлеме пуçлĕ», _ терĕ вăл. Ĕç вăхăчĕ çитнĕ тĕле пурте пухăнса çитрĕç, пирĕн ушкăн пысăкланчĕ. Дядя Петя тин килнисене список тăрăх тĕрĕслерĕ. Бригада арçынсемпе хĕрарăмсенчен йĕркеленнĕ, ĕçе кÿлĕнме хатĕр. Хăрушсăрлăх техникин инструкципе кăна паллашмалла. Дядя Петя каланине тимлĕн итлетпĕр.
«Чугун çул çинче ĕçлесси ача вăййи мар. Инкек куçа курăнса килмест. Çамрăк чухне эпир ун çинчен сахал шутлатпăр. Ĕçре е пурнăçра яланах сыхлануллă пулма хăнăхăр. Хăвăра хăвăр сыхлама вĕренĕр, юлташсем çинчен те манса ан кайăр. Мĕнле вырăнта ĕçленине пĕр саманта та ан манăр», _ терĕ вăл.
Асăрхаттарса каланине тимлĕн итлерĕмĕр. Вĕсем яланлăхах пуçа кĕрсе вырнаçрĕç.
Лар алăкне уçса дядя Петя пурне те йывăçран тунă калак ?хусăк/ тыттарчĕ.
«Хăвăр илнĕ шпателсене ас туса юлма тăрăшăр. Паллă тума кирлĕ мар. Авăр çинчи ÿкерчĕксем кашни урăхла, ас туса юлма тăрăшăр», _ ăс парать пире дядя Петя.
Ĕç вырăнне çитрĕмĕр, вăл поселокпа юнашарах. Таптаса хытарнă хăйăр çине шпалсем хурса тухнă. Вĕсем çине рельссем вырнаçтарнă.
Бригадир хăй домкратпа усă курса çĕр çинче выртакан рельса çĕклерĕ. Ватерпаспа виçсе пĕр-пĕринпе танлаштарчĕ. Рельссемпе шпалсем çÿ- лелле хăпарчĕç. Малалла шпалсемпе çĕр хушшинчи хушăка хăйăрпа вĕтĕ чула ?балласт/ чышса тултармалла. Çак ĕçе «шпатлевка» теççĕ.
Эпир пĕр-пĕринпе хире-хирĕç тăрса шпатлевка тума пуçларăмăр. Пирĕн ушкăнра Виталий Мурзуков, Николай Адютанов, эпĕ тата пире вĕрентсе пыракан тетя Оля. Вăл хă-йĕн хĕр-юлташĕсемпе çак ĕçре пысăк опыт пухнă. Дядя Петьăпа та вĕсем нумай вăхăт хушши пĕрле ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. Пурăнма та хĕрсем вакунра пĕрле пурăнаççĕ.
Халиччен палламан çынсемпе пĕрле ĕçлеме çăмăлах мар. Çавăнпах пуль тетя Оля хăй ытларах калаçать: «Алри шпателе хытă чăмăртаса ан тытăр, алсем хăпарса тухма пултараççĕ. Яланах алса тулĕпе ĕçлĕр. Ытлашши васкаса ĕçлеме кирлĕ мар. Ывăнатăр. Вăя перекетлесе сулмаклă ĕçлеме хăнăхмалла», _ вĕрентет вăл.
Кунти йĕркепе кашни 2 сехетрен 20 минут ларса канмалла. Ăна бригадир кăшкăрса систерет.
Пурте алри хусăксене айккине хурса ушкăнăн-ушкăнăн хĕвелпе ăшăннă рельссем çине канма ларатпăр, пĕр-пĕринпе калаçатпăр.
Бригадăра 28 çын, чи йышлисем _ чăвашсем ?16 çын/, вырăссем вуннăн, икĕ тутар ?аппăшĕпе йăмăкĕ/. Пурте ял çыннисем. Тетя Оля хăйĕн тус-тантăшĕсемпе пĕр кĕтесре вырăн тупнă. Вĕсем вăрттăн пирус туртаççĕ. Пирĕн хушăра сĕрĕм кăларакансем çук.
Каннă хыççăн малалла ĕçлеме пикенсен тетя Оля: «Эпир табак туртнинчен ан тĕлĕнĕр, эсир туртма ан вĕренĕр», _ терĕ.
Çурла уйăхĕ пулсан та питĕ шăрăх кунсем тăраççĕ. Хĕвел шеллемесĕр хĕртет, сывлама та йывăр, тар та юхать. Ĕç хатĕрĕсене склада вырнаçтарса хурсан хамăр поселока вас- карăмăр.
Хурал пÿрчĕ умĕнче пире Федор Кузьмич кĕтсе илчĕ. Ĕçе пикеннĕ ятпа саламларĕ.
Эпир колонкăри сивĕ шывпа çă- вăнма хатĕрленнине курсан пире асăрхаттарса çапла каларĕ: «Тарланă хыççăн сивĕ шывпа çăвăнни сиенлĕ. Депора çăвăнмалли ятарлă пÿлĕм пур. Унта пирĕн ял хĕрарăмĕ ĕçлет. Ман ята каласан сире вăл ăшă шывпа çăвăнма ирĕк парать.
Федор Кузьмич каланă пекех пулса тухрĕ. Депора ăшă шывпа çăвăнса тасалтăмăр.
Ĕнерхи пекех паян та клубра кино пулать. Эпир хамăрăн канмалли вырăнсене кĕрсе выртса каллех кино куратпăр.
Ĕçе пуçăннă малтанхи кун йĕркеллех иртсе кайрĕ.
Кунран кун
иртекен пурнăç
Ĕнерхи кун пуçласа чугун çул çинче ĕçлесе куртăмăр. Унăн тути-масине кăштах урăхларах чухларăмăр темелле. Пире вĕрентсе пыракан ĕçпе пиçнĕ çынсемпе юнашар тăрса ĕçлетпĕр. Туслă йышпа темле йывăрлăхсене те çĕнтерме пулнине ăнланса пыратпăр. Пирĕн ушкăнра хĕрарăмсем йышлăн пулмасан та вĕсем пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен умĕнче арçынсем хăйсене сăпайлăрах тытаççĕ. Кăштах именни те пур.
Бригадир паян «рехтовка» тумалли çинчен пĕлтерчĕ. Ĕнерхи çула вырăнтан унталла-кунталла куçарса çип пек тÿрĕ тумалла.
Дядя Петя аякран мĕн хушать, эпир тетя Оля команда панипе рельссене вырăнтан шутарса куçаратпăр.
Кашни йывăр ĕçĕн хăйне майлă юрласа сăвăлакан такмакĕсем пур. Ĕлĕк-авал Атăл шывĕ тăрăх баржăсене туртса сĕтĕрекен бурлаксем те хăйсен йывăр ĕçне юрласа çăмăллатнă.
Пирĕн ĕçре те тетя Оля тус-тантăшĕсемпе такмакласа юрласан пирĕн кăмăл çĕкленсе каять, вăй хутшăнать.
Ачалăха аса илетĕп. Кашни çуркуннех Вăрăм шывĕ урлă хывнă ял кĕперне çурхи пăрсем пырса çапса свайĕ мĕнĕпех çĕмĕрсе ишсе анаталла юхтарса каятчĕç. Çĕнĕ кĕпер ăсталанă чухне каллех çĕр айне свайсем çапса кĕртмелле. Шĕвĕртсе тунă кап-мар юпасене тем çÿллĕшне хăпарса «упапа» çĕр ăшне çапса кĕртмелле. Çак ĕçе тинтерех вăрçăран таврăннă вăйпитти арçынсем пурнăçлатчĕç. Вĕсем такмаксем каласа юрласа ĕçлени паянхи кун та куç умĕнчех.
Часах эпир ĕçлекен çул çине тем вăрăмăш вакунсен составĕ килсе чарăнчĕ. Вăл балласт тиесе килнĕ. Хăйăрпа чул хутăшне пĕр тăхтаса тăмасăр хăвăрт пушатмалла. Чугун çул çинчи йĕрке çавăн пек. Çак ĕçе пуçăниччен вакунсен ятарласа тунă йывăр тимĕр люксене икĕ енĕпех уçса тухмалла. Ун хыççăн машинист хăйĕн локомотивĕпе вакунсен составне унталла-кунталла куçарса силлет. Юлашки хăйăр хутăшне савук кĕреçесемпе ал вĕççĕн тăкса пĕтермелле. Çак йывăр ĕçе кĕске вăхăтрах ăнăçлă пурнăçларăмăр.
Йывăр люксене уçса хупма дядя Петя тинтерех хĕсметрен таврăннă вăйлă каччăсене шанса пачĕ. Вĕсем бригадăри Иван Матюшкин, Михаил Ивановпа Бурков Иван пулчĕç. Вĕсем хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçларĕç.
Бригадир ĕçе вăхăтра тата лайăх вĕçленĕшĕн пурне те ырларĕ.
Вăхăт сисмесĕрех шăвать. Эпир майĕпен ĕçе хăнăхса пыратпăр. Ĕçлеме пуçлани çур уйăх çитрĕ.
Эпир халĕ те çав клуб сцени çинче пурăннине пĕлсен тетя Оля тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.
Малалли пулать

