Чăваш Енри кадетсем – Раççейре чи ла- йăххисен йышĕнче.
Чăваш кадет корпусĕн «Беркут» команди çĕршыв шайĕнчи «Тăван çĕршывăн Ывăлĕсемпе Хĕрĕсем» конкурсра çĕнтернĕ. Вĕсем кевер çăлтăра тивĕçнĕ.
Стройпа утассипе чăваш кадечĕсене çитекен пулман. Çамрăксем 24 регион представителĕсене хыçа хăварнă.
«Çак çитĕнÿ çĕнтерÿсен пуçламăшĕ пултăр», – каччăсене саламланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

