Раҫҫей МЧСӗн ӗҫченӗсем автомобиль трасси ҫинчи пысӑк аварие пӗтерес енӗпе вӗренӳсем ирттернӗ.
«Халап» тӑрӑх, юра тата япӑх курӑннине пула федерацин М-12 «Восток» автомобиль ҫулӗн 689 ҫухрӑмӗнче Хусан еннелле каякан ҫул ҫинче ҫӑмӑл автомобиль, пассажир автобусӗ тата бензовоз пырса ҫапӑннӑ.
Инкек вырӑнне пушарпа ҫӑлав подразделенийӗсем тата ытти васкавлӑ службӑсем ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем «Аманнисене» машинӑран кӑларнӑ, медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсен аллине панӑ.
«Лартнӑ тӗллевсене пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ, вӗрентӳ вӑхӑтӗнче кӗтмен пӑтӑрмахсем пулман», – палӑртнӑ Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, шалти службӑн полковникӗ Алексей Струженков.
Чӑваш Республикин РСЧС территори подсистеминчен вӗренӳсене ирттерме пурӗ 66 ҫын хутшӑннӑ тата 22 техника уйӑрнӑ, ҫав шутра – Раҫҫей МЧСӗнчен 36 ӗҫченӗ тата 8 техника.

