Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > 100 çулхи юбилейне паллă тунă

100 çулхи юбилейне паллă тунă


Чÿк уйăхн 20-мĕшĕнче Васелиса Карповна Рублева 100 çулхи юбилейне паллă тунă.
Вăл Энтрияль ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вăрçă çулĕсенче Тăвай тăрăхне окоп чавма çÿренĕ, вăрман кăларнă.
1943 çулта Григорий Фадеев трактористпа пĕрлешнĕ. Шел те, мăшăрĕ чире пула 5 çултан пурнăçран уйрăлнă. Васелиса Карповна икĕ ачипе юлнă, унсăр пуçне виççĕмĕш пепкине кĕтнĕ.
Вăхăт иртсен вăл Виталий Рублевпа çемье çавăрнă, тепĕр 4 ача çуратнă. Анчах ачисене пĕчченех ÿстерме тивнĕ – мăшăрĕ пĕрлешнĕ хыççăн 10 çултан çĕре кĕнĕ.
Васелиса Карповна паян 14 мăнукĕпе, 21 кĕçĕн мăнукĕпе тата вĕсен 7 ачипе савăнса пурăнать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *