Чăваш тĕрри кунне халалласа Сухайкасси шкулĕн-че «Чăваш тĕррин ĕмĕрхи илемĕ» ятпа тематика урокĕ иртнĕ.
Унта шкул ачисем чăваш тĕррин илемĕпе хăйне евĕрлĕх-не курса киленнĕ, орнаментсен вăрттăнлăхĕпе паллашнă. Ачасем аллисене йĕппе çип тытса капăр эрешсем ăсталаса пăхнă. Эрешсене пусма çине куçарма вĕрентекенсем хăнăхтарнă. Çак кăткăс ĕçе кашни пысăк интереспа пурнăçланă.
Чăваш тĕрри _ искусство кăна мар, вăл пирĕн халăхăн йăли-йĕркипе кун-çулне уçăмлатакан пуян тупра.

